АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районсен тĕп врачĕсем пухăннă

17 апреля 2013 г.

Пирĕн районта республикăри сывлăх сыхлавĕн яллă районсенчи медицина учрежденийĕсен тĕп врачĕсен кунĕ иртнĕ. Вăл районти килти хуçалăхсен ĕçĕсемпе паллашнинчен пуçланнă. Вĕсем Высоковка ялĕнчи В.Волков патĕнче пулнă. Унăн хуçалăхĕнче пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама ятарлă медсумкăпа, информаци материалĕсемпе, диагностика хатĕрĕсемпе, медикаментсемпе, васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнсе илме кĕсье телефонĕпе тивĕçтернĕ.

Паллашу хыççăн район больницин санитари пĕлĕвĕн çуртне пуçтарăннă. Кунта вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламланă. Пур ялта та фельдшерпа акушер пункчĕ уçма май çук. Пĕчĕк ялсенче кил хуçалăхсем йĕркелеме тивет. Кун пеккисем районта çиччĕ. Районта хăйсен ирĕкĕпе пулăшма хатĕррисене хавхалантармалли майсем тупма тăрăшаççĕ.

Мероприятин теориллĕ пайне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И.Ефимова уçнă. Министерствăн ялсенчи сывлăх сыхлавĕн специалисчĕ Н.Григорьева республикăри кил хуçалăхĕсен ĕçĕсене тишкерсе тухнă. Ун пек хуçалăхсем Чăваш Енре 107. Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова çак ĕçе пирĕн тăрăхра мĕнле йĕркелесе пынипе паллаштарнă. Пĕлтĕр кил хуçалăхĕсем пĕрремĕш медпулăшу пама 99 пациента йышăннă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта – 75 çынна. Уполномочиллĕ представительсем васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине 13 хутчен чĕнсе илнĕ. "Районта çĕре яхăн çын пурăнакан ялсем тата 9. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсенче те кил хуçалăхĕсем йĕркелес ыйтăва лайăх енчен татса памалла. Яваплă çынсен кил хуçалăхĕсен ĕçĕсем пирки мониторинг йĕркелемелле" – тенĕ Рената Николаевна.

Республикăри фельдшер ĕçĕсен канашĕн председателĕ Т.Игнатьева сывлăх сыхлавĕн ĕçне çĕнетмелли программа, уйрăмах капиталлă юсавсем тăвас енĕпе мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăнă. Çитĕннисен уйрăм ушкăнне чирлесрен асăрханма сывлăха тĕрĕслесе тăрас ыйтăва та хускатнă. Ку ыйтупа хăйсен шухăшĕсене министерствăн пурлăхпа тата ресурсемпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен пайĕн консультанчĕ Е.Салмин, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Çĕмĕрле тата Красноармейски районĕсенчи больницăсен тĕп врачĕсем тата ыттисем пĕл-тернĕ.

А.ТЯМИНА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика