07 декабря 2012 г.
Мăшăр тени мĕн тени – çумра хÿтлĕх пур тени,
Ĕшенсессĕн тайăнма çумра тĕрев пур тени.
Ача-пăча ÿстерсе кун-çула вăрăмлатни... –
çакăн евĕрлĕ шăранаççĕ А.Кипеч сăввипе çырнă юрăри сăмахсем. Мăшăр çумра пулни, хисеплени, юратни пурнăçа вăрăмлатма пулăшать те. Çакă уйрăмах ватлăх кунсем çывхарсан пĕл-терĕшлĕ. Çамрăклăхра вăй-хал тапса тăнă, сывлăх пур чухне кулленхи ĕçре тăрмашса çумри çынсене те асăрхамастпăр мар-и; Вăхăт иртнĕçемĕн, ача-пăча çитĕнсе пынă майăн пурнăç çине урăхларах пăхма пуçлатăн-çке. Çумри çынран хаклăраххи, шанчăклăраххи, ырăраххи, тем тесен те, çуках. "Хĕрĕх урлă каçсан тин кăшт пуçлатпăр чухлама", – тенешкел мăшăра пĕлсе суйланине ăнланса илет этем.
Кивĕ Шелттем ялĕнче пурăнакан Петр Николаевич Терентьев пурнăçăн анлă çулне сакăр теçетке çул такăрлатать. Сакăр вунă çул этем пурнăçĕшĕн кĕске тапхăрах мар. Сакăр вунă çул хушшинче тем те пулнă умри çул çинче Петр Николаевичăн.
1932 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче çуралнăскерĕн ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ 30-мĕш çулсенче çуралнисене "вăрçă ачи" ят тивнĕ. Петр Николаевича шăпа пуçран шăлман. Ашшĕ ялти ытти арçынсемпе пĕрле фронта тухса кайнă та хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăрăн пуçне хунă. Петя 14 çула çитсен амăшĕ çĕре кĕнĕ. Пилĕк пĕртăван – пĕр хĕрпе тăватă ывăл – тăлăххăн çитĕннĕ. Ачасен хăйсене хăйсем тăрантармалла пулнă, вĕсем çамрăклах ĕçре пиçĕхнĕ. Аслă пиччĕшĕсем лашапа ака тунă, Петя икĕ вăкăр хыççăн çаклатнă сÿрепе çĕре тикĕсленĕ. Каччă шутне кĕрсен колхоза лаша пăхма вырнаçнă.
Çул çитсен çара кайма ят тухнă. 1951 çулта пĕтĕм ял-йыш Теренти Петтине салтака ăсатнă. Калининград облаçĕнчи Балтика хулинче хĕсметре тăнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе виçĕ çул чыслăн пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăннă.
П. Терентьев малтанхи вăхăтра лаша пăхнă, кайран пушар сÿнтерекен те пулнă. 1969 çулта Шелттемри шкула завхоза вырнаçнă. Шăпах çав çулсенче ялта çĕнĕ шкул çурчĕ хăпартма пикеннĕ. Шкулта хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пулнă май Петр Николаевич строительство материалĕсем илме Шупашкара кашни кун тенĕ пек çÿренĕ. Çăмăл пулман паллах, анчах çав вăхăтсене ветеран паян хавхаланса аса илет.
Çĕнĕ Шелттемри шкул çуртне 1972 çулта хута янă. Çак ĕçре Петр Николаевичăн тÿпи те пысăк. Вăл кунта 23 çул завхозра ĕçленĕ. 1992 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă.
П.Терентьевăн çумри чи шанчăклă та çывăх юлташĕ – мăшăрĕ, Мария Васильевна. Тантăшĕсем пекех ачаран ĕçре ÿснĕскер 15 тултарсан хăй ирĕкĕпе вăрман касма тухса кайнă. Йĕпреç, Киря, Первомайски вăрманĕсенче сахал мар йывăç касса хатĕрленĕ. Нумай çул колхозра вăй хунă. Каярах Шелттем шкулĕнче техничкăра ĕçленĕ. Пенсие тухсан та тепĕр вунă çул шкул енне хывнă сукмака такăрлатнă.
Ĕçчен те вашават мăшăр çичĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисем те хăйсем пекех вăр-вар та пултаруллă. Паян ватăсем мăнукĕсемпе тата вĕсен ачисемпе савăнаççĕ. Ачисем, мăнукĕсем йĕркеллĕ пулни, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне хисеплени ватăсене пурăнма хавхалантарать. Çакă мар-и вара вĕсемшĕн телей тени.
Петр Николаевич çак кунсенче 80 çул тултарнине паллă тăвать. Ачисем, мăнукĕсем, мĕн пур çывăх тăванĕ тулăх кĕрекене ларса ветерана çак паллă кунпа саламлĕç. Çĕр çула çитиччен пурăнма сывлăх сунĕç. Пурнăç урапи çинчен анма ан васкăр-ха, Петр Николаевич, çырнă вăхăт çитиччен пĕр хуйхă-суйхăсăр пурăнăр. Çапла пултăрччĕ те.
И.ИЛЬИНА.