07 декабря 2012 г.
Çак Кавказ республики паян чăннипех çапăçу хирне аса илтерет. Ислам тĕнĕн чи радикаллă ушкăнĕсем халăха Раççей саккунĕсемпе мар, шариат йĕркипе пурăнма хăнăхтараççĕ. Çамрăксем хушшинче вĕсен витĕмĕ çав тери вăйлă. Сăмах май, кунта пурăнакансенчен çурри ытла 38 çултан та иртмен, 18-25 çултисем.
90-мĕш çулсенче Дагестанри пур предприяти те чарăнса ларнă, колхозсемпе совхозсене патшалăх дотаци пама пăрахнă, вăйпитти çынсем ĕçсĕр юлнă. Çемьене, арăмĕпе ачисене тăрантарайман арçын кунта хисепре мар. Ĕçмен-туртман яшсем хăйсен вăйне ăçта хумаллине пĕлмеççĕ.
Лару-тăру çивĕчленнĕ. Полицире службăра тăракансене пĕр шелсĕр вĕлереççĕ. "Чиновниксем пурте вăрăсем, шариат саккунĕсемпе пурăнсан унашкаллисем пулмĕç. Яш-кĕрĕм айăпĕ çук кунта, система айăплă. Çав тытăма тĕп тумалла!" – çавнашкал тезиса пур енлĕн пропагандăлаççĕ. Çамрăксен ăс-тăнĕшĕн пыракан идеологи кĕрешĕвĕнче вырăнти власть хăйĕн вăйсăрлăхне кăтартрĕ. Ку çеç-и; Хăш-пĕр чиновник Кремле мар, вырăнти авторитетсен хушăвĕсене ытларах итлет.
Ваххабитсем йĕрке тума пултарнине кăтартса пачĕç. Республикăн тĕп хулинче – Махачкалара – унччен каçхи савăшу çурчĕсем, мунча-сауна ячĕпе витĕннĕскерсем, мечетсенчен темиçе хут ытларах пулнă. Халь вĕсене хупса пĕтернĕ ĕнтĕ. Темиçе çул каярах тупăшлă ĕçленĕ эрех-сăра хупахĕсене аркатнă. Кафесен алăкĕ умĕнче халĕ çапла çырса çапнă: "Эпир эрехпе сутă тумастпăр".
Пĕр енчен аван пек. Анчах ку утăма халăх шухăш-кăмăлне çавăрассишĕн тунине ăнланса илме йывăр мар. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕ тăрăх сапаланнă дагестанецсем нумай кафе-ресторан уçнă, унта эрех шыв пекех юхать.
"Таса исламшăн" кĕрешекенсем шариата тĕпе хурса пурăнакан тĕреклĕ патшалăхсен тĕслĕхне илсе кăтартаççĕ. Сăмахран, Оман, Бахрейн, Бруней çĕршывĕсенчи халăх ытлă-çитлĕ пурăнать, тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕрне кÿрентермеççĕ имĕш. Вĕсенчен вĕренмелли пур. Калăпăр, çемье çавăрнă çамрăксем мечĕт витĕр тухнă, симĕс хуплашкаллă документ илнĕ, загс мĕн тума кирлĕ вĕсене;
Оппозиципе пĕрле сĕтел хушшине ларса йĕркеллĕ калаçусем ирттерес вырăнне власть ытларах вăйпа усă курать. Кăçалхи октябрьте спецслужбăсем ку тăрăхра хальччен пулман çар операцийĕ ирттерчĕç. Террористсен нумай вăрттăн базине пĕтернĕ, 50 боевика тĕп тунă, 30-ăшне тыткăна илнĕ. Тытса илнĕ хĕç-пăшал пĕр çар дивизийĕ валли çитмелле. Пăшалпа взрывчатка пĕлĕтрен персе анман. Эппин, вырăнти çар чаçĕсенче те сутăнчăксем пайтах, пысăк укçа сĕнсен полковниксемпе генералсем вăрă-хурах умĕнче пуç таяççĕ-тĕр.
Укçа тенĕрен, лару-тăру кăштах улшăннă. 2000 çулччен Кавказри "чăн тĕне ĕненекенсене" ют патшалăхсем укçапа çителĕклĕ тивĕçтернĕ. Террорла акци ирттерни çинчен видеоролик кăтартатăн – ак сана 100 пин доллар, малашне те хастар пул.
Çывăх Хĕвел тухăçĕнче вăрçă вучĕ алхаснипе укçа юххи самай чакнă. Анчах ваххабитсем пуçа усакан çынсем мар, вĕсем вырăнта укçа тупмалли майсем шыраççĕ.
Буйнакскри пĕр предприниматель çапларах каласа пачĕ:
– Хамăн почта ещĕкĕнче видеокамера флешкине асăрхарăм. Компьютерпа пăхрăмăр. Маска тăхăннă икĕ çамрăк автоматсемпе лараççĕ. Пĕри калать: "Эс ытла иртĕхсе кайрăн, мăсăльман йăли-йĕркине тытса пымастăн. Бизнесу сыхланса юлтăр тесен çав-çав вырăна 100 пин тенкĕ пырса пар. Унсăрăн..."
Тепĕр бизнесменран (вăл темиçе лавкка тытать) 10 млн тенкĕ ыйтнă. Мĕн ыйтнине параççĕ çынсем, çав шутра чиновниксем те. Джихад валли нумай кирлĕ-çке.
Власть органĕсем нимĕн те тумаççĕ тесе каламăпăр. Тĕрлĕ бандăпа явăçса кайнисене мирлĕ пурнăçа тавăрас шутпа амнисти комиссийĕ туса хунă. Терактсене хутшăнманнисене каçараççĕ. Кун çинчен пур массăллă информаци хатĕрĕ те пĕлтернĕ. Шел пулин те, икĕ çулта комисси витĕр 46 моджахед кăна тухнă. Вĕсен командирĕсем паян та вăрмансенче, унта çĕнĕ базăсем уçаççĕ, яш-кĕрĕме хăйсен ретне илĕртес ĕçре интернетпа анлă усă кураççĕ.
В.ГРИГОРЬЕВ хатĕрленĕ.