АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх уйăрни – вĕсемшĕн савăнăç

07 декабря 2012 г.

Раштавăн 3-мĕшĕнче, Инвалидсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Пирĕн вăй – пĕрлĕхре" ятпа фестиваль иртрĕ. Сусăрланнисемшĕн спорт ăмăрту кăна мар, хăйсен вăйне тĕрĕслени, пĕр-пĕринпе хутшăнма май пани, сывлăха çирĕплетни, пурнăç çине мал ĕмĕтлĕн пăхни те.

Ял тăрăхĕсенчен кил-нĕ спортпа туслă, йывăрлăх умĕнче пуçа усман, çирĕп чунлă çынсене районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. Çур сехете яхăн артистсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров, физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Владимир Ильин, Канаш хулипе районĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Надежда Маркелова, "Импульс" ФСК директорĕ Федор Спиридонов, хулапа районти инвалидсен обществăлла организацийĕсен председателĕсем Николай Степановпа Татьяна Николаева ăшă салам сăмахĕсем каласа спорт ăмăртăвне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа хутшăнма хавхалантарчĕç, пурне те ăнăçу, çирĕп шанчăк, телейлĕ малашлăх, юрату сунчĕç. Часах шашкăпа шахмат хăми çинче тупăшусем пуçланчĕç. Дартспа сĕтелçи тенниса кăмăллакансем те кĕрешĕве тухрĕç. Еплерех хĕ-пĕртерĕç вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемшĕн.

Акă ăмăртăва пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Протоколсем хатĕр. Владимир Ильинпа Федор Спиридонов çĕнтерÿçĕсемпе призерсене пĕрин хыççăн теприне микрофон умне йыхăрчĕç. Наградăланă çĕре Анатолий Егоров, Надежда Маркелова, Чăваш Республикин Г.Н.Смирнов ячĕллĕ фондăн обществăлла организацийĕн председателĕ Евгений Смирнов та хутшăнчĕç. Шашкăлла тата шахматла выляссипе Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекен Яна Васильевăна, Ухманти Наталия Яковлевăна, Çеçпĕлти Владимир Игнатьева, Кăшнаруйĕнчи Юрий Никандрова çитекенни никам та пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Сухайкассинчи Раиса Анисимова, Ямашри Юрий Константинов, виççĕмĕшĕнче – Ухманти Мария Алексеева, Шуркассинчи Владимир Иванов, Энтриялĕнчи Василий Афанасьев. Теннис сĕтелĕ çинче арçынсем хушшинче Энтриялĕнчи Василий Афанасьев тата Вăтапуçĕнчи Людмила Колпакова мала тухрĕç. Протоколăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш йĕркисенче – Хучелти Алексей Тихоновпа Шăхасанти Татьяна Муравьева, Шуркассинчи Владимир Ивановпа Сухайкассинчи Ирина Миронова. Шăхасанти Сергей Орловпа Яна Васильева, Ăвăспÿрт Кипечри Николай Максимов, Канашри Татьяна Николаева стена çумĕнчи цифрăсемлĕ çаврашка çине çĕмренсем персе хăйсен ушкăнĕсенче пуринчен те нумайрах очко пухрĕç. Призерсен шутĕнче – Ăвăспÿрт Кипечри Владимир Евдокимов, Вăтапуçĕнчи Людмила Колпакова, Çĕнĕ Ахпÿртри Геннадий Белов, Канашри Елена Березина тата Хучелти Алексей Тихонов. Малти виçĕ вырăна йышăннисене дипломсемпе тата медальсемпе наградăланă, парнесем панă.

Фестиваль ирттернĕ чухнехи пĕтĕм тăкака Г.Н.Смирнов ячĕллĕ фонд тата район администрацийĕ хăйсем çине илнĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика