07 декабря 2012 г.
Кĕркуннен юлашки канмалли кунĕнче çĕр çинчи чи хаклă, пире çутă кун пилленĕ çыннăн – аннен уявĕ. Çанталăкĕ сивĕ пулсан та уяв кашнин чун-чĕрине çепĕç туйăм парнелет, хавхалану кÿрет.
Сиккассинчи "Хурăн" ача садĕнче те аннесен кунне халалланă уяв иртрĕ. Надежда Шпакова воспитатель ертсе пыракан аслă ушкăнри ачасем амăшĕсемпе кукамăшĕсем, асламăшĕсем умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсем анне çинчен самай вăрăм сăвăсем пăхмасăр каларĕç, юрăсем юрларĕç. Пĕчĕкскерсем хăйсен юратнă çыннисем валли парне те хатĕрленĕ. Валентина Мурзуковăпа Светлана Петрова, Алена Абаськина воспитательсем ертсе пыракан вăтам тата кĕçĕн ушкăнри ачасем те саламлă номерсем хатĕрленĕ. Кусем ÿсĕмĕпе те, пĕвĕпе те пĕчĕкрех пулнăран тата интереслĕрех. Вĕсене юратмасăр май çук.
Çавăн пекех ачасем кĕркуннепе те сывпуллашрĕç, çулталăкăн çак вăхăчĕ çинчен юрăсем шăрантарчĕç. Уяв вĕçленсен аслă ушкăнра юрă шавĕ малалла тăсăлчĕ. Ачасем халĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленеççĕ, Хĕл Мучипе Юр Пике, елка çинчен юрăсем вĕренеççĕ.
О.КУЗЬМИНА.