07 декабря 2012 г.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн черетлĕ кунĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ А.Егоров, райадминистрацин ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем Кăшнаруй, Энтрияль, Атнаш тата Шăхасан ял тăрăхĕсенчи культура, сывлăх, вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса вĕсенчи территорисене тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă ĕçсемпе паллашрĕç. Кашнинчех мĕн те пулин çĕнни, усă курмалли тупăнсах пычĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кунне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн акт залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Çÿп-çап турттарса тухассипе, урамсемпе çулсене юртан тасатассипе, урамсене электроçутăпа тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
А.ТЯМИНА.