12 апреля 2013 г.
Çапла çур ĕмĕр иртсе те кайнă. Вăрласси уншăн професси пулса тăнă.
Комсомольски районĕнче пурăнакан 41 çулти Х. гражданина пирĕн районти полици сотрудникĕсем лайăх паллаççĕ. Унăн кун-çулĕн иртсе кайнă тапхăрĕ преступноçпа тачă çы-хăннă – выльăх-чĕрлĕх вăрланăшăн пĕрре мар судпа айăпланнă. Канаш тăрăхĕнче выльăх вăрланăшăн арçынна 1998 çулта 8 çула ирĕкрен хăтарнă, 2003 çулта – 9 çул та 6 уйăхлăха. 2011 çулта тĕрмерен тухнă. Анчах вăл нимĕнле ĕçе те вырнаçман, хăйĕн "профессийĕпе" малалла "ĕçлеме" пуçланă. Хальхинче телейне Тутар Республикинче тупма хăтланнă. 2012 çулхи октябрь уйăхĕнче Х. Тутарстан Республикинче 10 пăру вăрланă, пакунлисен аллине çакланнă, условно майпа 3 çул та 6 уйăхлăха ирĕксĕр юлнă.
90-мĕш çулсен вĕçĕнче Х. районти шалти ĕçсен пайĕн пĕр сотрудникне Канаш районĕн территорийĕнче урăх нихăçан та выльăх вăрламастăп тесе "вăрă сăмахне" панă. Тутарстан Республикин следстви органĕсем контроллесе тăнă пулин те Х. каллех вăрлама шут тытнă. Хальхинче выльăхсене мар, урăх япалана.
Яманкасси ялĕн пушанса юлнă ĕне витине те кайса тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ вăл, унти тимĕр конструкцисенчен тунă кормушкăсене куç хывнă. Хăйĕн çамрăк кĕрĕвĕпе пĕрле пĕр ырă каç çав япаласене тиесе кайнă. Кĕрĕвĕ, паллах, хуньăшне хирĕçлеме пултарайман. Витери кормушкăсене болгаркăпа касса темиçе пая пайланă та машина çине тиенĕ. Икĕ тутар "Урюм" хуçалăха 9170 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Канаша çул тытнă тиевлĕ машина палăртнă вырăна çитеймен, ăна районти ГИБДД сотрудникĕсем тытса чарнă.
Канаш район сучĕ 2013 çулхи февраль уйăхĕнче Х.-на айăпласа 1 çул та 3 уйăхлăха ирĕкрен хăтарнă, çамрăк кĕрĕвĕн вара 15 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивнĕ.
Хăйĕн пурнăçĕн çуррине Х. тăван килĕнчен аякра ирттернĕ пулин те унăн çемье, ачасем, тĕреклĕ хуçалăх, автомашина пур, вăл пĕрре те темиçе хут судпа айăпланнă çын пек мар. Ирĕксĕрех ыйту çуралать: "Мĕншĕн-ха вăл çине-çинех преступлени тăвать;" Тен, укçана тар тăкса ĕçлесе илес килменнипе; Тен, тĕрмери пурнăç ăна ирĕкринчен ытларах килĕшет;
Л.ТАКМАКОВА, следователь.