АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мария ИРГАШЕВА: "Тăван еншĕн питĕ тунсăхланă эпĕ…"

12 апреля 2013 г.

Упăшки Анвар - узбек, унăн арăмĕ Маруç - чăваш. Вĕсен виçĕ ывăл: Талат, Малик, Сухроб. Иккĕшĕ Мускавра пурăнаççĕ, кĕçĕнни, Сухроб – ашшĕ-амăшĕпе Сиккассинче. Сухроб Узбек çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ пулсан та чăвашла тепĕр чăвашран таса калаçать. "Ун чухне вăл çулталăк та вунă уйăхра кăначчĕ, - аса илет Мария Константиновна Иргашева. - Узбекистанран тăван яла Яманкассине атте-анне патне килнĕччĕ. Урама тухсан манран кÿршĕ арçынни çапла ыйтать: "Кам ачи ку; Чăвашла питĕ таса калаçать". "Манăн", - тетĕп. "Ан тĕлĕнтер!". Сакăр-тăхăр кун хушшинче кукамăшĕпе калаçса чăвашла вĕренчĕ...

- Маруç тăхлач, эсĕ – чăваш, Анвар - узбек, мĕнле тĕл пулса çемье çавăрнă-ха эсир;

- Ун чухне эпĕ Шупашкарта ĕçлеттĕм. Пĕррехинче кафене апатланма кайрăм. Пĕр йĕкĕт ман çине пăхать те пăхать. Вăтанса-хĕрелсе кайрăм та каферен тухса тартăм. Ку ман хыççăн общежитине çитичченех пынă. Вахтертан ман çинчен йăлт ыйтса пĕлнĕ. Виçĕ çул туслă пулнă хыççăн пĕрлешме шутларăмăр.

- Эпĕ чăваш хĕрĕ, вăл узбек каччи тесе шутламан-и;

- Çамрăк чухне ун пек шутлама пĕлмен пулĕ çав. Анвар ман упăшка пулнăшăн эпĕ пĕрре те кулянмастăп. Чăвашран инçетре пурăнса куртăм, лайăх çынсемпе паллашрăм. Çут тĕнчере ыттисем мĕнле пурăннине пĕлтĕм. Тăванĕсем питĕ ырă çынсем.

- Яманкассине илсе кайса аçу-аннÿпе паллаштарман-и ăна;

- Çу-ук! Питĕ вăтаннă эпир. Анне эпĕ Узбекистана каяссине пĕлсен ятласа та илчĕ, куççульленчĕ.

- Туйне ăçта турăр, Марье тăхлач;

- Малтан Яманкассинче, пире саламлама Ташкентран Анварăн шăллĕ те килчĕ. Кайран лере, узбексен йăли-йĕркипе.

- Сире, çĕнĕ çынсене, мĕнле кĕтсе илчĕç;

- Эпĕ çав халăхран сĕре тĕлĕнетĕп: питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Амăшĕ питĕ ăслă хĕрарăмччĕ. Ашшĕ аслă пĕлÿллĕччĕ, Коканд хула ĕçтăвкомĕнче пысăк ĕçре, пенсие тухсан ял хуçалăх техникумĕнче ĕçлетчĕ. "Эсĕ, чăваш хĕрĕ, мĕншĕн кунта килтĕн;" - тесе каланине пĕрре те илтмен.

- Эсир Коканд хулинче 26 çул пурăннă, узбекла калаçма та пĕлетĕр пулĕ;

- Тăватă уйăхрах вĕрентĕм, пурте тĕлĕнетчĕç. Пĕр-пĕр ĕç тунă чухне мĕн калаçнине итлесе тăраттăм. Кайран ача садне ĕçе вырнаçрăм. Пĕр ачи те вырăсла пĕлместчĕ. Çавсем вĕрентрĕç пулĕ. Паян кун та çав чĕлхепе калаçма пултаратăп.

- Маруç тăхлач, сирĕн тĕнсем расна пулнă, мĕнле килĕштерсе пурăнаттăр;

- Амăшĕ калатчĕ: "Турă пĕрре. Кам мĕне ĕненет - айăпĕ çук". Мана нихăш енчен те йывăр пулман, эпир пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă.

- Узбек хĕрĕсем паранджа тăхăнса çÿремен-и;

- Çук. Эпĕ çамрăк чухне ун пек пулман. 1993 çул хыççăн хĕрарăмсем хура тум тăхăнма пуçларĕç. Ман хуняма вара çапла каларĕ: "Хура тăхăнма пуçларĕç, лайăх мар ку, тĕнче пĕтет". Юратмастчĕ вăл пите хупланине. "Уçă питпе çÿремелле", - тетчĕ.

- Хăйсен уявĕсене мĕнле ирттеретчĕç;

- Питĕ интереслĕ. Мартăн 21-мĕшĕнче вĕсен питĕ пысăк уяв - "Навруз" (ун пекки чăвашсен те пулнă теççĕ. Ахальтен мар феврале чăвашла "нарăс" теççĕ). Тулла шÿтерсе, калчине устерсе, ăна типĕтсе авăртса, кăштах çăнăх, сахăр хушса хăйне евĕр халва - "сумаляк" пĕçереççĕ. Вунă витре кĕрекен хуранти сумаляка 20-30 хĕрарăм пĕçерет, кунтах ачи-пăчи, арçынсем. Пурте ташлаççĕ, юрлаççĕ, савăнаççĕ. Чей ĕçеççĕ. Арçынсем вутă çураççĕ, шыв кÿрсе параççĕ.

- Эрех ĕçмеççĕ-и?

- Сĕтел çине кăларса лартаççĕ, уçса ĕçнине курман. Эпĕ ун чухне çамрăк пулнă та, чăваш уявĕсем илемлĕрех пек туйăнатчĕç. Кунта куçса килнĕренпе вĕсен уявĕсем лайăхрах пек. Вĕсем хăйсен наци тумне тăхăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ.

- Туйсене мĕнле тăваççĕ узбексем;

- Малтан пумилкке туса вилнисене асăнаççĕ. Пĕр-ремĕш кун ирхине ватă стариксене чĕнсе хăналаççĕ, кайран – ватă хĕрарăмсене. Иккĕмĕш кун çамрăксем пухăнаççĕ, ĕçрен те пыраççĕ, çĕнĕ кин енчен те, упăшки енчен те. Туя пÿртре тумаççĕ - картишĕнче е ятарласа уйăрса панă вырăнта.

Туй хыççăн çĕнĕ кин хуняшшĕпе хунямăшне салам пырса парать. Пурте сĕтел хушшине ларсан кашнинех чейпе сăйлать. Вĕсем ваттисем каланă сăмахран иртмеççĕ. Мана çакă питĕ килĕшет. Хĕрачана амăшĕ хунямана юратма, хисеплеме, килти ĕçсене тума, вăл шутра çăкăр пĕçерме те, мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе тăрать. Кинĕ хуняçапа хуняма умĕнче пăлтăр-палтăр калаçмасть, вĕсем мĕн каланине çăвартан пăхса тимлĕн итлет. Хуняма мана питĕ килĕштернĕ, вăл тахçанах вилнĕ пулсан та, ăна паян кун та лайăххипе кăна аса илетĕп.

- Маруç тăхлач, унта пурнăç лайăх, çыннисем тарават тетĕр. Апла пулсан, мĕншĕн каялла Чăваш Ене куçса килтĕр;

- Пурнăç мĕнле лайăх пулнă пулсан та, хамăн тăван еншĕн питĕ тунсăхланă эпĕ. Ирхине ирех тăраттăм та, тÿпене сăнаттăм: чăвашсен пĕлĕчĕ те урăхларах пек туйăнатчĕ. Çуркунне хура кураксем кунтан вĕçсе кайма пуçлатчĕç те, "Чăваш çĕрне çитсен тăвансене салам калăр", - тесе кăшкăраттăм. Кĕркунне вĕсем каялла таврăнатчĕç те: "Вĕçсе килтĕр-и; Мана валли салам илсе килтĕр-и;" - тесе ыйтаттăмччĕ. Питĕ тунсăхлаттăм. Чăваша таврăнас килетчĕ. Упăшка малтан килĕшмерĕ. Вара хам чирлерĕм те, упăшкан тăванĕ çапла каларĕ: "Çынна чиртен сывалма тăван çĕршыв та пулăшать", - терĕ. Юлашкинчен пурнăç та хĕсĕнсе çитрĕ. Ĕç укçи тÿлеме пăрахрĕç. Ачасем ÿсрĕç, вĕсене валли ĕç çук.

Узбексен çĕрĕнче 26 çул пурăннă хыççăн, Кокандри виçĕ пÿлĕмлĕ пысăк хваттере аран-аран 1 пин долларпа сутса, 2000 çулта чăваша куçса килтĕмĕр. Малтан хам çуралнă ялта, Яманкассинче, пĕр пĕчĕк çуртра пурăнтăмăр. Кирпĕч çурт лартас кăмăл та пурччĕ, анчах унта хĕрарăмăн нумай чупмалла. Хамăн урасем сураççĕ. Сиккассинче чул çурт сутаççĕ тенине илтрĕмĕр те, ăна туянтăмăр. Лупассине майларăмăр, çĕнĕ хапха турăмăр, чÿрече рамисене çĕнĕрен лартрăмăр. Скважина чавса пÿрте шыв кĕртрĕмĕр.

- Выльăх-чĕрлĕх тытатăр-и?

- Выльăхĕ чылайччĕ-ха. Ĕне иккĕ пулнă, сурăх пĕр вунă чун, чăххи-хурри. Урасем сураççĕ те ĕнесене сутрăмăр, халĕ темиçе сурăх та пĕр качака кăна. Сурăхне ытларах та усрамалла та çав - кĕтĕве çын тытса яма хĕн. Качаки виçĕ путек туса пачĕ, вĕсене ĕмкĕчпе çитеретпĕр.

Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататăп. Ирхине автан авăтсан - маншăн савăнăç, йытă сас пани те маншăн паха. Çут çанталăкпа савăнса киленетĕп эпĕ.

Кÿршĕсем ман питĕ лайăх, никама та хурлас килмест. Ку тарана çитсе начар çынна курмарăм. Узбексен çĕрĕнчи тăвансене паян кун та манаймастăп, кашни кун шутласа ларатăп. Хам çемьеллĕ пулнăшăн савăнатăп. Халĕ чылай çамрăк çемьеллĕ пурăнасшăн мар - çавна юратмастăп.

- Маруç тăхлач, питĕ пысăк тав сана хăвăн пурнăçу çинчен чунна уçса каласа панăшăн. Ырă сывлăхпа çÿрĕр, телей пултăр сире пурне те.

- Сире те пысăк тав.

В.ЛАПИН. 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика