АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтака кайма ят тухрĕ

12 апреля 2013 г.

Çурхи призыв пуçланчĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене Тĕп çар округĕн штабĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2069 çамрăка ăсатĕ. Республика çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне 215 каччă тăратмалла. Пирĕн районтан 86 çамрăк салтак тумне тăхăнĕ.

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче районти призыв комиссийĕн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çар комиссариачĕн Канашри уйрăмĕнче лару ирттерчĕ. Комисси членĕсем – Л.Филиппова врач, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Мурзин, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, секретарĕ – А.Журавлева фельдшер.

– Салтака кайма ят тухнисен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Призывниксен 16 проценчĕн сывлăх енчен нимĕнле кăлтăк та çук. Çара вĕреннĕ çамрăксем кирлĕ. Салтак ятне илтме хатĕрленекенсен 18 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ пулмалла, – терĕ Владислав Васильевич Канаш телевиденийĕн корреспондентне панă интервьюра.

Призыв комиссийĕ ĕçлекен пÿлĕме чи малтан Пукăртан йĕкĕчĕ О.Васильев кĕчĕ. Хăй килни çинчен салтакла пĕлтернĕ хыççăн ăна ыйту çине ыйту пачĕç. Олег Мускаври патшалăх университечĕн Шупашкарти филиалĕнче юлашки курсра вĕренет. Вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе сывлăш çар десанчĕн ретĕнче ирттересшĕн. Ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанас килет, мĕншĕн тесен Олег парашютпа сикме те ĕлкĕрнĕ, спортпа туслă, уйрăмах вăрăм дистанцисене чупма юратать. Чулкăмакари А.Павлова, Шăхальти М.Филиппова, Хучелти А.Азолина службăна çак ятлă-сумлă çарта ирттерме сĕнчĕç. Алексейпа Михаил тата Анатолий хирĕçлемерĕç. Анат Сурăм каччисем О.Шанковпа И.Смирнов ятарлă тĕллевсене пурнăçлакан çар чаçне лекес кăмăллине пытармарĕç. Комисси вĕсен шухăшне шута илессине пĕлтерчĕ. Икĕ Денис Петров, пĕри – Хучелтен, ял хуçалăх академийĕнче механик инженера вĕренет, тепри – Сителтен, волейболла, теннисла выляма юратать, кĕрешессипе интересленет. Комисси вĕсене тип çĕр çарĕсене яма палăртрĕ. Çак шухăшах Кивĕ Ахпÿртри Н.Спиридонов, Анат Сурăмри А.Гурьев, Хучелти И.Ильин, Энтриялĕнчи А.Афанасьев, финанспа экономика колледжĕн студенчĕ Ф.Александров илтрĕç.

Призыв комиссийĕ чĕнсе илнĕ çамрăксене ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкартан медицина тĕрĕслевĕ ирттерме килесси çинчен пĕлтерчĕ. Унта мĕнле çара юрăхлă пирки татăклă йышăну кăларĕç.

В.АЧЧА. 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика