10 апреля 2013 г.
Март уйăхĕн вĕçĕнче Сиккассинчи культура çурчĕ ачасемпе çамрăксен шавĕпе тулчĕ. Кунта Сиккассинче çуралса ÿснĕ, ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕн, педагогика наукисен кандидачĕн, тĕнче класлă спорт мастерĕн Симень Владимир Петровичăн парнисене çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн республика турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Турнир сумĕ çулран çул ÿссе пырать, унта хутшăнакансем йышланса пыни те куç кĕрет. Пĕлтĕр тупăшăва 95 атлет хутшăннă пулсан, кăçал 110 çамрăк спортсмен килнĕ.
Юлашки çулсенче республикăра шкул ачисен сывлăхне çирĕплетес тата вĕсен ăс-хакăлне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕç тăваççĕ. Ачасен вăй-халне çирĕплетесси, вĕсене спортпа туслаштарасси (10-20 çул каялла ку енĕпе ятарласа ĕçлемесĕрех ачасем спорта туртăннă) канăç памасть. Шăп çак кăткăс ĕçре кире пуканĕ йăтни çамрăксенче вăй, чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх, хăвăртлăх, çивĕчлĕх, ĕçченлĕх аталантарма пулăшасса шанса тăрать Владимир Петрович.
Турнира республикăн тĕрлĕ районĕнчен килнĕ çĕр ытла атлетпа вĕсен тренерĕсемпе учителĕсем, шкул ачисем, ял-йыш зал туллиех пуçтарăннă. Спортсменсемпе курма килнисене Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Наталия Вазинге, А.И.Миттов ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Марианна Михайлова, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Понихидкин, кире спорчĕн мастерĕ Александр Алексеев, Сиккасси шкулĕн физкультура учителĕ Николай Агусев ăшшăн саламларĕç. Иртнĕ çул çак турнирăн çĕнтерÿçисем пулнă атлетсемпе те паллаштарчĕç. Хăйсен ÿсĕм категорийĕсенче ун чухне Ринат Сафин (Патăрьел районĕ, Туçа), Николай Николаев (Елчĕк районĕ), Любовь Базян (Сиккасси шкулĕ), Татьяна Михайлова (Канаш хули), Виталий Петров (Сиккасси шкулĕ), Марина Никитина (Елчĕк районĕ) мала тухнăччĕ.
Кăçал вара атлетсен йышĕ çамрăк çĕнĕ спортсменсемпе пуянланни курăнчĕ. Владимир Петрович пултаруллă атлетсене палăртнисĕр пуçне арçын ачасене киревсĕр йăласемпе çыхланса кайиччен спортпа туслаштарса вĕсене çав муртан çăлса хăвармалли тĕллеве те мала лартать. Ахальтен мар ĕнтĕ, эпĕ паллакан çамрăксенчен нумайăшĕ шăпах йывăр условисенче пурăнакан ачасем пулни сисĕнчĕ. Пурнăç йывăрлăхне мĕн пĕчĕкрен курса çитĕнекен ачасен мĕнле те пулсан тĕрĕс çулпа утма тăрăшмалла, çитĕнсен хăйсенех лайăх пулать-çке. Мĕнле те пулин пысăк йăнăш туса кун-çулне пăсса хумалла мар. Спорт арçын ачасене кĕлетке тĕлĕшĕнчен кăна мар, кăмăл тĕ-лĕшĕнчен те çирĕплетет-çке. Сиккасси вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Н.Агусев çак шухăша тĕпе хурса ĕçлет те. Николай Петрович кире пуканĕ йăтакан, йĕл-тĕрпе, çуран чупакан, волейболла вылякан ăста спортсменсен пĕр ăрăвне кăна мар вĕрентсе кăларнă. Çав ачасем халь хăйсем пултаруллă вĕ-рентекенсем, ку йышран хăшĕсем шăпах та йывăр çемьесенче ÿснĕ.
Турнира Сиккасси ачисемсĕр пуçне хамăр районти Çĕнĕ Шелттем, Ямаш, Вăтакас Кипеч, Янкăлч шкулĕсенче вĕренекенсем, Канаш, Улатăр хулисенчен, Патăрьел, Елчĕк, Йĕпреç, Комсомольски, Тăвай районĕсенчен килнĕ. Ачасем хăйсен ÿсĕм категорийĕсем тăрăх 8, 12, 16 килограммлă пукансем йăт-рĕç. Хĕрачасем пукана сулласа (рывок), арçын ачасем малтан кăкăр çинчен тĕртсе, кайран сулласа йăтрĕç.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Тăвай районĕнчен килнĕ атлетсем очкосен суммипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Ачасене турнира Н.Степанов хатĕрленĕ. Иккĕмĕш вырăнта Сиккасси шкулĕ (Н.Агусев тренер), виç-çĕмĕш пусма çине Улатăр ачисем хăпарчĕç (В.Притуленко тренер).
Турнир хуçисем – сиккассисем – вырăнсене çапларах пайларĕç: хăйсен ушкăнĕнче Сергей Бельский – пĕрремĕш, Алексей Хлебников – иккĕмĕш, Иван Орлов, Данил Ендеров, Алексей Сесемов – виççĕмĕш.
И.АНДРЕЕВА.