АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрĕпех ĕçре пиçĕхнĕ

05 декабря 2012 г.

Çеçпĕл ялĕнчи ватăсем вăхăтлăх пурăнакан çуртра – 12 ветеран: виçĕ арçынпа тăхăр хĕрарăм. Сăмах кунта вĕсенчен пĕри пирки пырĕ. Е.Данилова Анаткас ялĕнчи нумай ачаллă хресчен çемйинче 1937 çулта çуралнă. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтерсен пĕр вăхăт колхозра вăй хунă. 1964 çулта Екатерина хăйĕн шăпине шырама Шупашкара тухса кайнă. Унта вăл пир-авăр комбинатне ĕçлеме кĕнĕ. Анчах та çамрăк хĕре тăван ен магнит пекех туртнă. Вăл Канаша çул тытнă. Нумай вăхăт Горький чукун çулĕн Канашри ОРСĕн çăкăр пекарнинче ĕçленĕ, каярахпа полимер материалĕсен заводне куçнă. Унта вăл 31 çул тăрăшнă.

1979 çулта Екатерина Аристарховнăна Сухайкассинче пурăнакан 5 ачаллă арçын çураçнă. Унăн арăмне ĕçкĕпе иртĕхнине кура амăш прависенчен хăтарнă. Çамрăк арçынна ачисене пăхма питĕ йывăр пулнă, кĕçĕн хĕрĕ иккĕ çеç тултарнă. Пĕтĕм йывăрлăх Екатерина çине тиеннĕ. Çулталăкран вăл ывăл çуратнă. Мĕнлерех хĕпĕртенĕ çакăншăн çамрăк хĕрарăм, пепки сывлăхĕшĕн чиркĕве кайса çурта та лартнă. Анчах унăн телейĕ шыв сапнă вучах пек сасартăк сÿнсе ларнă. Тĕпренчĕкĕ тăван ашшĕ тытса пынă машина кустăрми айне пулса вилнĕ. Мĕнлерех йывăр пулнă амăшне çак инкеке чăтса ирттерме. Екатерина упăшкине ачисене ура çине тăратма пулăшнă. Ачисем пурте çемье çавăрнă, анчах та пĕртен пĕр тĕпренчĕкне упрайманнишĕн юлнă йÿçĕ кÿренчĕк унăн чунĕнчен халĕ те сирĕлмен пулас. 2010 çулхи утă уйăхĕнче Екатерина Аристарховна пирĕн пата пурăнма килчĕ.

Е.Данилова – ĕçчен те йĕркеллĕ, ăш пиллĕ хĕрарăм. Пĕр кун та ĕçсĕр лармасть вăл. Çу кунĕсенче пахчара кăштăртатать, кухньăра апат хатĕрлеме пулăшать, ытти ватăсене пăхать, чиркĕве çÿрет. Тăван мар ачисем питех хисеплесе каймаççĕ пулин те, эпир ăна анне вырăннех хуратпăр, юрататпăр, хисеплетпĕр. Ĕмĕрĕпех ĕçре пиçĕхнĕ, пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттернĕ Екатерина Аристарховнăна 75 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Ю.СТЕПАНОВА,

ветерансен Çеçпĕлти вăхăтлăх пурăнмалли çурчĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика