10 апреля 2013 г.
Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин Чăваш Республикинче çар учетне йĕркелессипе çыхăннă смотр-конкурс ыйтăвĕсене тĕрĕслекен Тĕп конкурс комиссийĕ килнĕ. Правительство çуртĕнче Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ-республика Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçипе А.Ивановпа канашлу ирттернĕ. Канашлăва администрацин ятарлă уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Тарасов та хутшăннă.
Комисси членĕсем Красноармейски, Çĕрпÿ, Комсомольски районĕсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Шăмат кун кăнтăрла иртсен Оборона министерствин генеральнăй штабĕн подполковникĕ Павел Каменев, Раççей Федерацийĕн Центральнăй çар округĕн штабĕн полковникĕ Владимир Опариенко, вăл пĕр хушă Красноармейски районĕн çар комиссариатне ертсе пынă, тата республика çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Владимир Егоров Янкăлч ял тăрăхĕнче пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тата хула администрацийĕн представителĕ Сергей Желудков çÿ-рерĕç.
Малтанах вĕсем Раççей Геройĕн Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулне кĕрсе тухрĕç. Шкул картишĕнче ларакан вертолет умне чечексем хучĕç. Кадетсен класĕн воспитателĕ Николай Егоров паттăр ентешĕн кун-çулĕпе, çак вертолета мĕнле илсе килсе вырнаçтарни çинчен каласа пачĕ. Шкул коридорĕнче хăнасене наци тумне тăхăннă каччăпа хĕр çăкăр-тăварпа тата техĕмлĕ сăрапа кĕтсе илчĕç. Шкулти Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕн заведующийĕ Калиса Иванова аякран килнĕ офицерсене музее йыхăрчĕ. Кунти экспонатсемпе Люда Русскова, Катя Егорова, Вика Филиппова, Дима Виноградов тата Миша Подилкин паллаштарчĕç, паллă ентешсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç.
Шкулăн спорт залĕнче кадетсем стройпа утас ăсталăха, автомата салатассине тата пуçтарассине, автомат магазинне патронсемпе тултарассине тата пушатассине мĕнле хăвăртлăхпа пурнăçламаллине кăтартрĕç. Янкăлч кадечĕсен пурнăçне сăнлакан фильма пурте кăмăлласа пăхрĕç. Николай Егоровичăн воспитанникĕсен пултарулăхĕпе хăнасем кăмăллă пулчĕç. Павел Каменев подполковник пăшалпа усă курас енĕпе 20 çул хушшинче пухăннă опычĕпе паллаштарчĕ, сĕ-нÿсем пачĕ. Пакунлă ачасемпе вĕсен воспитателĕ Николай Егоров вĕрентсе каланисене хаваспах йышăнчĕç, малашне усă курма пулчĕç. Павел Владимирович стройра тăракан кадетсене маттур пулнăшăн кашнине алă парса тав турĕ. Миша Подилкинăн аллине уйрăмах хытă чăмăртарĕ. Çак хисепе арçын ача чăннипех тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен вăл чăн-чăн салтаксене те уçăмлă та кĕретлĕ командăсем парса итлеттерме пултаратех. Кун пирки иккĕленÿ пачах çук.
Хăнасем шкул директорĕпе Светлана Васильевăпа тата кадетсемпе ăшшăн сыв пуллашса Янкăлч ял тăрăхĕн администраци çуртне васкарĕç. Унта вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кротов кĕтсе илчĕ. Кунта çар учетне тăратас ĕçе мĕнле йĕркеленине тата туса пынине тĕрĕслерĕç. Учетра 506 çын, 34-шĕ – призывниксем, 10-шĕ - офицерсем, 462-шĕ – саппасра тăракан граждансем. Çарпа учет ĕçĕсен инспекторĕ Надежда Семенова ку енĕпе тĕрлĕ документ кăтартрĕ. Çак яваплă ĕçе нумаях пулмасть пуçăннăскер хумханни куç кĕрет. Пĕтĕмпех йĕр-келлĕ, пăлханни усса пычĕ, тĕрĕслевçĕсем унăн ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕç.
Çав кунах Оборона министерствин генеральнăй штабĕн полковникĕ Олег Мальцев тата республикăн çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник Канаш хулинче тĕрĕслев ирттернĕ.
В.АЧЧА.