АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри…

10 апреля 2013 г.

Районта шкул ачисен пултарулăхĕн фестивальне "Канаш ен мерченĕсем" ятпа ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Çамрăк артистсен çирĕм виççĕмĕш тĕл пулăвĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн акт залĕнче иртрĕ. "Салам сире, тав сире! Тирпейлĕ-йĕркеллĕ пурăнатăр-и;!"– çакăн пек сăмахсемпе кĕтсе илчĕç вĕсене фестивале ертсе пыракан Стас Ендеровпа Ирина Бельская. "Сиккипех, пыл та çу!" – пулчĕ хуравĕ.

Ачасен пултарулăхне курма килнисем хушшинче хаклă хăнасем те пур. Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши аслă классенче вĕренекенсемпе виçĕ урок ирттерчĕ. Вĕсене хăйĕн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, ачалăхне, яшлăхне аса илчĕ. Фойере унăн хайлавĕсенчен курав йĕркеленĕ. Тĕрлĕ çулта çырнă кĕнекисене (унта хулăнни те, çÿхи те пур) вăрăм сĕтел çине хурса тухнă. Вĕрентекенсем, вĕсен воспитанникĕсем, фестивале килнисем хăйсене килĕшнисене туянчĕç. Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, композитор тата юрăç Надежда Заводскова тÿресен сĕтелĕ хушшине ларчĕ. Хаклă хăнасен ретĕнче – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçин çумĕ Юрий Тарасов, юрăç тата сăвăç Наталия Савăнар, Карăклă поэчĕ Шевкен Гришши, тăван тăрăхăн ытти паллă çыннисем. Пурте вĕсем залри халăхпа пĕрле сцена çине юрăпа, ташăпа тухакан çамрăк талантсем çине юратуллăн пăхрĕç, тимлĕн итлерĕç, хыттăн алă çупса тав турĕç.

Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Андрей Поляков, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Иванова, Шупашкартан килнĕ хăнасем Юхма Мишши, Юрий Тарасов, Лидия Филиппова, Наталия Савăнар юрлама-ташлама ăста ачасене пултарулăх тупăшăвĕнче ăнăçу сунчĕç. Фестиваль Сиккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсен ушкăнĕ Шевкен Гришшин сăввипе Николай Михайлов кĕвĕленĕ "Канаш ен" юрăпа уçăлчĕ. Энтрияль вăтам шкулĕн 4-мĕш класс ачи Кристина Семенова Александр Никоноров хайланă "Уяв ячĕпе" юрăпа саламларĕ.

Уйрăм юрăçсем, "Тумлам" тата "Хĕвел" (Мăкăр шкулĕ), "Çеçпĕл çеçкисем" тата "Уйрăлми туссем" (Çеçпĕл шкулĕ), "Сар пике" (Чакаç шкулĕ), "Илем" тата "Шăнкăрав" (Вăтакас Татмăш шкулĕ) ушкăнсем Надежда Заводскова, Светлана Асамат, Юрий Кудаков, Наталия Савăнар, Константин Садюров, Александр Никоноров, Светлана Иванова, Юрий Кириллов, Галина Алексеева, Игорь Баранов, Герман Иванов, Ирина Деточка, Алексей Мурзуков, Евгений Иванов, Любовь Миронова, Петр Федоров, Юрий Петухов кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç. Сăмахĕсене Наталия Савăнар, Лидия Сарине,Шевкен Гришши, Анатолий Кипеч, Константин Садюров, Маргарита Гурьева, Светлана Кадыкова, Александр Белков, Виктория Максимова, Александр Ильин, Татьяна Курчина тата ыттисем çырнă.

Фестивальте чăваш юррисем янăрани кашнин кăмăлне çĕклерĕ. Юрлакансенчен пысăк пайĕ хĕрачасем пулни кăштах шухăшлаттарчĕ. Юрлама ухута арçын ачасемпе яшсем çук мар ĕнтĕ. Шăхасан шкулĕн сцени çинчен Шелттем шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Данил Сергеевăн, Шăхасанти Даниил Шеркин (5-мĕш класс), Янкăлчри Александр Кирилловăн илемлĕ сассисем янăрарĕç. Мăкăр пуçламăш шкулĕн "Тумлам" ушкăнĕнчи арçын чăмаккисем те нумайлăха асра юлчĕç.

Çын пурнăçне ташă-юрă илем кÿрет. Пирĕн çамрăк ентешĕмĕрсем ташă кĕввипе илĕртÿллĕ хусканусем тума та маçтăр иккен. Çакна куравçăсем Сиккасси, Катек, Янкăлч вăтам шкулĕсенчи пуçламăш классенче ăс пухакансен пултарулăхне курса ĕненчĕç. Раççей Геройĕ Николай Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсен, "Жемчужина" ташă ушкăнĕн ташлас ăсталăхне залра ларакансем хыттăн алă çупса кĕтсех илчĕç, тата хытăрах алă çупса тав турĕç. Янкăлч педагогĕсем хăйсем те юрлама ухута иккен. Вĕсем "Янкăлчсен гимне" мăнаçлăн, чуна çĕклемелле юрласа пачĕç. Сăмахĕсене те, кĕввине те Виталий Михайлов çырнă. Сухайкасси вăтам шкулĕн вĕрентекенсен "Шăнкăрав" ушкăнĕ тăван ялĕн гимне фестивале килнисем патне çитерчĕ. Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕн ачисем те пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç.

Шелттем вăтам шкулĕн педагогĕсем Надеждăпа Сергей Сергеевсем сăвă-юрă хайлаççĕ. Сухайкасси вăтам шкулĕнчи ача сачĕн воспитателĕ Юлия Баранова çуркунне çитнишĕн хĕпĕртенине "Çуркунне" юрра илемлĕ шăрантарнипе пĕлтерчĕ. Шăхасанти 1-мĕш ача садĕнче ĕçлекенсен "Хĕлхем" ансамблĕ çуркунне çут тĕнчене килнисене "Сан çуралнă кун" юрăпа саламларĕ. Сиккассинчи ача сачĕн ĕçченĕсем "Кайăк юрри" юрăпа итлекенсен чĕрисене тыткăнларĕç. Кăшнаруй ялĕнчи Александр Никоноров тата Сиккасси вăтам шкулĕн ачасене музыкăна вĕрентекен Ольга Кузьмина хитре те çепĕç сассисемпе савăнтарчĕç. Хăнасем вĕсем юрланă "Эсĕ манăн, эпĕ санăн" тата "Чăвашсене" юрăсене сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç.

Ачасен пултарулăхĕн "Канаш ен мерченĕсем" фестиваль кашни çулах куравçăсене савăнăç кÿрсе кĕвĕпе илем уявне куçать. Вăл пултарулăх çăл куçне нихăçан та типме памĕ.

"Туссем, тăвансем, куçăм тулли ентешĕмсем! Ан путăр тунсăха – тепре тĕл пулăпăр тата!" – çакăн пек сăмахсемпе фестиваль пĕтнине пĕлтерчĕç Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Аринăпа Андрей Андреевсем.

Кашни кĕркуннех Шупашкарта "Канашсем" ентешлĕх пысăк уяв ирттерет. Паянхи фестивалĕн чи лайăх номерĕсене çав уявăн концерт программине кĕртрĕç. Вĕсем – Сиккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенсен ушкăнĕн "Канаш ен" юрри, Софья Мурзукован (Сиккасси шкулĕ) "Шăнкăрч юрри", Данил Сергеевăн (Шелттем) "Тавах, аннеçĕм", Катя Николаеван (Аслă Мами) "Çырла юрри", Даниил Шеркин (Шăхасан) "Ĕмĕт", Ангелина Сергееван (Шăхасан) "Эп ывăнтăм", Ангелина Антонован (Вăрăмпуç) "Ирхи тавралăх", "Шăнкăрав" ушкăнăн (Вăтакас Татмăш) "Çĕршывăма мухтас килет", Диана Александровăпа Елена Абрамован (Катек) "Чечняри чăваш каччи", Настя Андрееван (Шуркасси) "Утмăл турат чечекĕ", Надеждăпа Сергей Сергеевсен (Шелттем) "Тăванпа пĕрле пулар", Юлия Баранован (Сухайкассинчи ача сачĕ) "Çуркунне", Александр Никоноровăн (Кăшнаруй) "Эсĕ манăн, эпĕ санăн", Сиккассинчи ача сачĕн воспитателĕсен ушкăнĕн "Кайăк юрри", Ольга Кузьминан (Сиккасси) "Чăвашсене" юррисем. Пултарулăхĕпе палăрнисене грамотăсемпе наградăларĕç.

В.АЧЧА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика