АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей министрĕн çумĕ хулапа районта пулнă

10 апреля 2013 г.

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Канаш тăрăхне ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕн çумĕ Павел Семенов килнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ Валерий Никоноров ертсе пынипе "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн машинăпа техника паркĕнчи, сĕт-çу ферминчи ĕçсемпе паллашнă. Хуçалăх ертÿçи Вениамин Ефимов тунă çитĕнÿсем, çывăх вăхăтра татса памалли ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра ирттерме механизаторсем çитменни чăрмав кÿме пултарать, ĕç укçи пĕчĕккине пула районта пурăнакансенчен нумайăшĕ, уйрăмах çамрăксем, укçа ĕçлесе илме Мускава е ытти регионсене тухса каяççĕ.

Районта пысăк пĕл-терĕшлĕ предприятисенчен пĕри вăл – чăх-чĕп фабрики. Владислав Васильевич унчченхи директор салатса хăварнă хыççăн предприяти вăй илсе пынине пĕлтернĕ. Çĕнĕ директор коллективпа пĕр чĕлхе тупма пултарнă.

– Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшма çĕнĕ механизмсем шыраса тупасси, хатĕрлесси – пирĕн задача, вĕсенче – пирĕн интерес, – тенĕ министр çумĕ.

Çав кунах Павел Владимирович Канаш хулинчи иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнче пулнă. Унта вăл хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Людмила Ивановăпа тата ача сачĕн заведующийĕпе Любовь Михуткинăпа тĕл пулнă. Кунти ĕçсемпе паллашнă хыççăн 1-мĕш номерлĕ вăтам шкула çул тытнă. Кунта çурт тăрринчен шыв анать. Акт залĕнче, столовăйра, спорт залĕнче юсав ĕçĕсем туни кăлăхах пулнă. Шкулăн спорт залĕ вара – хулан Хĕвел анăç микрорайонĕн кану центрĕ вырăнĕнчех. Хăна пултарнă таран пулăшма шантарнă. Юлашкинчен педагогсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене хуравланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Вячеслав Калинкина Канашра пĕлмен çын çук та пулĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытла 61-мĕш (халĕ 8-мĕш) вăтам шкул директорĕнче тăрăшнă. Вăл 90 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие Павел Семенов та хутшăннă, ăшă та ырă сăмахсем каласа парне панă. Хула пуçлăхĕ-хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Владимир Вишневский Вячеслав Андреевича "Канаш хулин Хисеплĕ гражданинĕн" хăйĕвне çакса янă. Килнĕ хăнасем депутатсен йышăнăвне хыттăн алă çупса ырланă.

Министр çумĕн ĕçлĕ çул çÿревĕ Канашри ĕç ветеранĕсен "Шанчăк" клубĕн членĕсемпе тĕл пулса калаçнипе, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннипе вĕçленнĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ. 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика