10 апреля 2013 г.
Усси пысăк
Район администрацийĕн акт залĕнче Чăваш Республикинчи "Агро-Инноваци" унитарлă предприяти ял хуçалăх организацийĕсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ертсе пыракансемпе, ял хуçалăх специалисчĕсемпе семинар ирттерчĕ. Калаçу унта ял хуçалăх производствин каяшĕсемпе усă курасси, вĕсенчен экологи енчен таса удобрени тата биогаз тăвасси çинчен пычĕ. Семинара килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Органика юлашкийĕсенчен продукци туса кăларнин усси, вĕсенчен биогаз тата биоорганика удобренийĕсем хатĕрлени производство хăватне ÿстерме май пани çинчен "Агро-Инноваци" предприяти директорĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Васильев, предприятин тĕп специалисчĕ, инженер консультанчĕ Е.Андриянов, "Аталану" тулли мар яваплă пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Н.Зайцев каласа пачĕç. Çĕр улми тухăçне ÿстерекен, ресурссене перекетлекен технологисем тата çакна тумалли машинăсен комплексĕсем пирки ял хуçалăх наукисен кандидачĕ В.Гаврилов ăнлантарчĕ.
Семинарăн практикăлла пайĕ "Аталану" тулли мар яваплă пĕрлĕхре иртрĕ. Н.Зайцев биогаз станцийĕн тытăмĕпе тата вăл мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Çак станци – республикăра ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх каяшĕсенчен продукци хатĕрлекен пĕртен-пĕр станци. Ăна Питĕр хулинчи "Аробиогаз" тулли мар яваплă пĕрлĕхре тунă. Реактор шăнăçулăхĕ – 8 кубла метр, талăкра 8-12 кубла метр биогаз тата 300-320 литр биоудобрени хатĕрлеме пултарать.
Урок нумай пĕлÿ пачĕ
Ачча ял библиотекинче тăван ен культурине вĕрентекен Э.Кротова "Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" темăпа хăйне евĕрлĕ урок ирттерчĕ. Мероприятие кĕçĕн тата 7-мĕш классенче вĕренекенсене, ялти активлă тавра пĕлÿçе, ал ĕç ăстине Н.Яковлевăна чĕннĕ.
Урок тĕллевĕ – ачасене тăван тăрăх кун-çулĕпе паллаштарасси, ентешсен иртнĕ вăхăчĕпе мăнаçланас туйăма вăйлатасси, ăрусене, культурăна, йăла-йĕркене хисеплеме вĕрентесси. Тавра пĕлÿ ĕçĕ шкулпа библиотекăна тачă çыхăнтарать.
Л.Пантелеймонова библиотекарь "Чăвашсен кун-çулĕ" темăпа хатĕрленĕ кĕнекесен пуххипе паллаштарчĕ. Ачасем "Тюрки России" фильма пăхса чăвашсем ĕлĕк-авал уявсене мĕнле ирттернине пĕлчĕç, пысăк интереспа тĕрĕсен "Тăван ен – Тăван çĕршыв пайĕ" куравĕпе кăсăкланчĕç. Нина Ивановна кил-çуртра тыткаламалли япаласене мĕнле туни, çи-пуç епле çĕлени çинчен каласа панине çăвара шыв сыпнă пек шăппăн ларса итлерĕç.
Уйăхлăха хутшăнса
"Шурă чечек" уйăхлăх программипе килĕшÿллĕн районти шкулсенче, библиотекăсенче, культурăпа кану учрежденийĕсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче сывлăх кĕтесĕсен, сочиненисен, рефератсен, санитари бюллетенĕсен, тематика диктанчĕсен, ÿкерчĕксемпе буклетсен конкурсне ирттернĕ. Чи лайăххисене районти тĕп больницăн туберкулез кабинетне тăратнă. Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун ячĕпе ирттернĕ конференцире ăна пĕтĕмлетнĕ. Конкурсăн номинацийĕсен çĕнтерÿçисене тата туберкулезпа кĕрешес ĕçре хастарлăхĕпе палăрнисене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă.
Районăн тĕп фтизиатрĕ Л.Алексеева районта пурăнакансене фтизиатри пулăшăвĕ парасси мĕнле пулса пыни çинчен каласа панă. Ăнлантару, асăрхаттару ĕçĕсене вăйлатнине кура туберкулезпа чирлекенсен тата çак усал чире пула вилекенсен йышĕ чакнине кăтартнă. Çавăн пекех А.Антонова фтизопедиатр, Т.Запольская рентгенолог врач, район эпидемиологĕн пулăшуçи А.Афанасьева сăмах каланă, залран панă ыйтусене хуравланă.
А.ВИТАЛЬЕВ.