05 апреля 2013 г.
Апрелĕн 6-мĕшĕнче Раççей шалти ĕçсен министерствин системинче следстви подразделенийĕсем йĕркеленнĕренпе 50 çул çитет. Çак кун следовательсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ.
1986 çулхи январь уйăхĕнче Шăхасанта поселокри милици уйрăмне никĕсленĕ. Милицин следстви пайĕнче виçĕ сотрудник ĕçленĕ: П.Л.Леонтьев, А.А.Ильин тата Н.И.Морозов. Вĕсене Канаш хулипе районĕн шалти ĕçсен пайĕнчен кунта командировкăна янă пулнă.
1987 çулхи июнь уйăхĕнче вара поселокри милици уйрăмĕнчен Чăваш Республикин Канаш районĕн халăх депутачĕсен Канашĕн ĕçтăвкомĕн шалти ĕçсен пайне туса хунă. Следстви уйрăмĕн пĕр-ремĕш начальникĕ пулма Петр Леонтьевич Леонтьева лартнă. Следователь пулса О.М.Зиновьев, И.Н. Севрюгин, В.А.Михайлов, С.А.Аркадьева, Т.Г.Никонорова, Ф.И.Ильичев ĕçленĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн ĕç вырăнĕсем хутшăнсах пынă, çавна май çамрăк следовательсен йышĕ те ÿснĕ. О.Н.Яковлев, В.В.Петров, Р.И.Борисова, А.В.Малов, А.И.Сидоров, В.Н.Иванов, Е.А.Спиридонова, А. В.Тихонов, И.Н.Николаева, О.Ф.Таратина, А.Н.Васильев хăйсен милицири ĕç-хĕлне следовательтен пуçланă, халĕ вара чылайăшĕ республикăн Шалти ĕçсен министерствин системинче ертÿçĕ должноçĕнче вăй хураççĕ.
Акă, сăмахран, Олег Николаевич Яковлев шалти служба подполковникĕ следовательтен пуçласа Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕн çумне çити ÿсрĕ. Юстици подполковникĕ Валерий Васильевич Петров чылай вăхăт Йĕпреç районĕн шалти ĕçсен пайĕнче обществăлла хăрушсăрлăх уйрăмĕн пуçлăхĕнче, 2003 çултан пуçласа 2011 çулччен Канаш районĕнчи милици органĕсен следстви пайĕн начальникĕнче тăрăшса ĕçлерĕ. Владимир Алексеевич Михайлов милици подполковникĕ пĕр тапхăр Комсомольски, каярах Шупашкар районĕсен шалти ĕçсен пайĕсене ертсе пычĕ. Шалти служба подполковникĕ Оксана Федоровна Таратина хальхи вăхăтра – Раççей ШĔМĕн Шупашкар хулипе ĕçлекен управленийĕн начальникĕн çумĕ. Александр Васильевич Малов полици подполковникĕ – районти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçин çумĕ. Алексей Валерьевич Тихонов полици подполковникĕ Раççей ШĔМĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн преступленисене уçса палăртас енĕпе ĕçлекен пай начальникĕнче вăй хурать.
Служба тивĕçĕсене нумай çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн О.Н.Яковлев, В.В.Петров, Р.И.Борисова, О.Ф.Таратина, В.Н.Иванов, Е.А.Спиридонова, А.В.Тихонов, И.Н.Николаева, Л.С.Такмакова, С.В.Шамбулина кăкăр çине çакмалли "Лучший следователь" тата "За отличную службу в МВД" паллăсене тивĕçнĕ.
Тĕрлĕ вăхăтра районти следстви пайĕнче А.Я.Федоров, А.Н.Поверный, С.М.Соколов, О.А.Николаев, Э.В. Николаев, Н.Ю.Алексеев, А.В.Егоров, А.Н.Иванов, Ю.В.Константинов, М.М.Абитов, А.В.Трофимов, И.М.Павлова тÿрĕ чунпа ĕçлерĕç.
Паян пирĕн йыш вунă çынран тăрать. Сотрудниксем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, чылайăшĕ следстви пайĕнче вунă çул ытла тăрăшать. Туслă та çирĕп коллектива 2011 çулхи августăн 13-мĕшĕнчен пуçласа Раиса Ивановна Борисова юстици подполковникĕ ертсе пырать.
Хăйсен пурнăçне шалти службăпа çыхăнтарнă çынсем – следовательсем – пирĕн çывăх çынсен канлĕ пурнăçĕшĕн тăрăшса, хăйсен вăйне шанса уголовлă ĕçсене тĕпчеççĕ, хăйсен умне лартнă задачăсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Следователĕн тем тума та пĕлмелле: итлеме тата ыттисене илтме, хăйĕн ĕçне тишкерсе хаклама тата критика йышăнма. Хăйĕн професси шайне те тăтăшах ÿстерсе пымалла. Çынсене, инкек тÿснĕ çын-и вăл е преступник, пурне те пĕр пек хисеплемелле, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупмалла.
И.НИКОЛАЕВА,
следстви пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.