05 апреля 2013 г.
Хĕвелĕ çÿлелле хăпарсах, юрĕ ирĕлсех пырать. Çут çанталăкăн çак илемлĕ пулăмĕсем хресченшĕн яваплă та хĕрÿ тапхăр çывхарса килнине систереççĕ. Çур акине хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене васкавлăн татса парас тĕллевпе район администрацийĕн хушăвĕпе çурхи уй-хир ĕçĕсен планне хатĕрленĕ, уй-хир продукчĕсем хатĕрлекен хуçалăхсем çумне ятарлă ушкăнсем çирĕплетнĕ. Вĕсенчи специалистсем вырăна тухса хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленсех тăраççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров "Урюм" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулчĕç. Хуçалăх председателĕ Ю.Антонов каланă тăрăх, çурхи ял хуçалăх культурисем 540 гектар йышăнĕç. Вăрлăх 800 центнер хатĕрленĕ. Техникăна хире тухма хатĕрлемешкĕн юсавçăсен звенине йĕркеленĕ. Ун йышĕнче – И.Сергеев токарь, А.Карповпа В.Кузьмин слесарьсем.
Агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн специалисчĕсем Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче, "Канаш", "Восход", "Исток", "Цивиль", "Победит", "Хучель", "Агат", "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕхре, В.Никонов, И.Лукиянов, А. Владимиров фермер хуçалăхĕсенче акана тухма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Вĕсенче те техникăна хатĕррисен ретне лартма юсав ĕçĕсене пуçăннă. Районти хуçалăхсенче техтĕрĕслев ирттермелли график тунă. Çак ĕç пуçланнă та ĕнтĕ.
Районĕпе çурхи культурăсен вăрлăхне 26259 центнер хывса хăварнă. Паянхи кун тĕлне 84,2 процентне акма юрăхлă кондицие çитернĕ. Вăрлăхăн 3,3 проценчĕ элитлă, пĕрремĕш репродукцилли 37,7, иккĕмĕшли 34,4, виççĕмĕшли 4,6, тăваттăмĕшли 3,3, сортлă марри 15,7 процент.
Пуш уйăхĕн вĕçĕ тĕлне элитлă вăрлăхсем 127 тонна, çĕр улми вăрлăхĕ 30 тонна, нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне 2,5 тонна туяннă.
В.АЛЕКСЕЕВ.