АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă çыхăнăвăн усси пысăк

05 апреля 2013 г.

Мероприяти тĕллевĕ – халăха патшалăх

пулăшăвĕсемпе электронлă мелпе усă курма вĕрентесси.

Юн кун Канаш хулинче ведомствăсем хушшинчи çыхăну системин ĕçне вĕрентессипе йĕркеленĕ семинара Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева хутшăннă.

Семинара Чăваш Республикин муниципалитетсен администрацийĕсенче ĕçлекен специалистсем – вĕсем шăпах СМЭВ ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ, пресс-служба сотрудникĕсем тата районсемпе хуласен хаçачĕсен редакторĕсем пуçтарăннă. Вĕрентĕве тăхăр муниципалитетран килсе çитнĕ 150 çын хутшăннă.

Министр семинара уçнă май пуçтарăннисене саламланă, хула администрацине ĕçлĕ тĕл пулăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав тунă. Вăл СМЭВа пурнăçа кĕртни федераллă саккуна пурнăçланипе пĕрлех халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси çĕнĕ шайра пулса пынине палăртнă. Информаци обществине туса хума Чăваш Енре 57 млн тенкĕ укçа уйăрнă. "Хальхи вăхăт тĕлне патшалăх пулăшăвĕсен 69 тĕсне электрон мелĕ çине куçарнă, ĕçе кĕртнĕ патшалăх укçипе тухăçлă усă курнине эсир хăвăр ĕç вырăнĕнче СМЭВпа еплерех ĕçлени кăтартса парĕ", – каланă Валентина Владимировна.

Министр çавăн пекех Чăваш Республикин влаç органĕсен Официаллă порталне çĕнĕлĕхсем кĕртни çинче те чарăнса тăнă. Вăл cap.ru 10 çул модернизацилеменнине, халĕ ăна çĕнĕ технологи никĕсĕ çине куçарнине, çавна май сайт ĕçĕнче чăрмавсем сиксе тухма пултарнине палăртнă. Çак çитменлĕхсемпе чăрмавсене вăхăтра тупса палăртса çийĕнчех пĕтерсе пырĕç.

Информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен пай консультанчĕ Дмитрий Иванов ыйтăмсене (запрос) еплерех тĕрĕс ямаллине тĕплĕн ăнлантарнă, специалистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Унтан Валентина Андреева министр "Канаш" хаçат редакцийĕнче пулнă. Учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, унта ĕçлекенсемпе калаçнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче çавăн пекех редакципе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинчи хутшăнăва та пăхса тухнă.

И.ИЛЬИНА. 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика