05 декабря 2012 г.
Этем тăрăшсан Çĕнĕ тата Кивĕ Шелттем таврашĕнче те шыв-шур чĕр чунне ĕрчетме май пур. Анчах ăна хунама пулăшмастпăр. Çынран хăраса аран-аран йăх тăсаканнине те ирĕккĕн пурăнма памастпăр.
Кĕтÿ черечĕ çитрĕ. Выльăха ялтан хăваласа кăлартăмăр. Вăл шăннă курăка çăвара хыпасшăнах мар. Ĕнесене Вăрăм шывĕн айлăмне, çÿçе-йăмра айне антартăмăр. Унта курăк ешĕл-ха. Анчах тайлăмра чарăнса тăмарĕç, юхан шывăн тепĕр енне каçрĕç. Вĕсенчен юласшăн мар-ччĕ. Шыв хăпарнă. Тĕпĕ те курăнмасть. Резина атăпа урлă каçма хăтлантăм – ура аялалла анса кайрĕ. Хулăпа шыв тарăнăшне виçетĕп: метр ытла. Тĕлĕнмелле! Шыв самаях хушăннă. Темиçе эрне каялла кăна леш енне пушмакпах каçнăччĕ.
Манран çур çухрăмра – кĕпер. Унта çитрĕм. Вăрăмра шыв кăшт çеç юлнине асăрхарăм. Ăна çывăхра такам пÿлнине ăнланса илтĕм. Часах кĕтÿ патне таврăнтăм. Ĕнесене Пĕçмен лаппине антартăмăр. Кунта курăк аван.
Тепĕр кунне ирех Вăрăм хĕррине çитрĕм. Ăна хăш вырăнта пÿлнине пĕлес килчĕ. Нумай шырама тивмерĕ. 50-60 метр аяларах пĕвеленĕ. Камсем; Этем йĕрĕ курăнмарĕ. Çыранри çамрăк йывăçсене кăшласа тÿнтернĕ, шыв тăрăх сĕтĕрсе килнĕ, урлă купаласа шыв çулне пÿлнĕрен шайĕ хăпарнă.
Эпĕ Шелттем тăрăхĕнче хăнтăрсене нихăçан та курман. Канаш районĕнче пурăнни çинчен те илтмен. Унталла-кунталла пăхрăм – шывра çăмламас ишнине асăрхамарăм. Вăл кунта иленнине чун сисрĕ пулас. Ăна курмасăр киле таврăнас килмерĕ. Хăнасем курăнасса вашмăкра асăрханса кĕтсе выртрăм.
Тепĕр сехетрен хăнтăрсем таçтан пĕвеленчĕке таврăнчĕç. Иккĕн. Шыв çийĕпе ишеççĕ – шăлĕсемпе çемçе ăвăс тунинчен туртса пыраççĕ. Кашни йывăç тăршшĕ виçĕ-тăватă метр. Пĕвеленчĕк пуçне пырса ăна çÿлелле хăпартрĕç. Шăп выртатăп. Пĕр хушă аппаланчĕç те – шыва чăмрĕç.
Асатте сунара çÿреме юратнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Мулкач Якурĕ тенĕ. Çамрăк чухне вăл "Федоров" хушаматпа çÿренĕ. Каярахпа хăй те, ачисем те – Зайцевсем.
– Аçуна сăсар тирĕ сутса тунă укçапа çурт илсе патăм, – тетчĕ асатте. – Ăна Канашра вырнаçтарнă. Хаклăччĕ.
Асатте тискер кайăк чылай тытнă. "Хăнтăр лекрĕ", – тенине илтмен. Вăл Шелттем таврашĕнче ĕрчеме тĕв тунине никама та шарламарăм. Килтисене те: "Ял çинче калаçса ан çÿрĕр, – терĕм. – Хыпар сунарçăсен хăлхине кĕрсен хăна тесе шеллес çук. Ĕрчеччĕр". Шывра пулă хунать, çырмара кайăк-кĕшĕк чĕп кăларать. Вăхăт нумаях та иртмерĕ – таврара пăшал сасси кĕрр! те кĕрр! илтĕнчĕ. "Кайăк кăвакал ăшă енне ăсаннă, – тетĕп. – Мĕне переççĕ-ши;" Вăрăм хĕррине васкаса çитрĕм. Унта шыв юлман. Пуçĕнче кăшла-кăшла ÿкернĕ, 4-5 метр тăршшĕ йывăçсемччĕ. Вĕсене вырăнĕнчен туртса кăларнă.
Кăмăл хуçăлчĕ. Тĕнче илемне шеллемерĕç. Тĕпленме те ĕлкĕреймерĕç – пĕтерчĕç. "Хыпар" хаçатăн юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчи номерĕнче Константин Шачкин "Мулкач тытма чармалла" материалĕнче "Красноармейски районĕнчи Именкасси таврашĕнче кунĕпех пăшал сасси кĕрлерĕ" тесе ахальтен çырман иккен. Сунарçăсем чунсăррине туйса илтĕм. Чĕр чуна пĕр юлмиччен кăклама пултараççĕ.
Кĕре кĕриччен кайăк кăвакалсем Вăрăмран тÿпенелле хăпарчĕç те Павар çырми еннелле çул тытрĕç. Аллă сакăр чунччĕ. Пĕр эрне те иртмерĕ – кунĕпех пăшал сасси! Вăрăм хĕрринче те, вăрманта та. Тепрехинче çирĕм иккĕ çеç шутларăм.
Каллех кĕтÿ черечĕ çитрĕ. Улăхра çÿрерĕмĕр. Павар çырминчен кайăк кăвакал йывăррăн çĕкленсе вăрманти пĕве еннелле вĕçсе кайрĕ. Те ĕнесене кÿренсе темиçе хутчен нарт-нарт! терĕ. Хама айăплă туйса юлтăм. Кĕтĕве эпĕ хăваласа килтĕм-çке. 4-5 минутран таврара – пăшал сасси. Кун хыççăн кăвакал курăнмарĕ.
1980 çулсенче Вăрăма пĕвелерĕç. Пысăк плотинара шыв тулличчĕ. Пулă хăвăрт ĕрчерĕ. Пĕррехинче пĕве урлă каçатăп. Пулăсем шыв çине тухаççĕ те пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек хÿрисемпе çат! та çат! çапаççĕ. Вăрăм тăршшĕпех вăлча сапаççĕ. Пурте шултра. Анчах такам пĕвене уçса янă. Шыв авăнса юхса пĕвене сылтăм енчен çĕмĕрчĕ. Типпе юлтăмăр. Халĕчченех çапла пурăнатпăр.
2008 çулта Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов суйлавçăсемпе тĕл пулма яла килчĕ. Унран çĕнĕ плотина тумашкăн пулăшма ыйтрăм. Вăл ыйтăва тивĕçлĕ орган умне лартнă. Унран çыру илтĕм. "Смета хатĕрлесен плотина туса парăпăр", – тенĕ. Хурава Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхне вулаттартăм. "Смета тутарма укçа çук", – хуравларĕ вăл.
Пурнăçа савăк кÿрекен чĕрĕлĕхе пĕтĕмпех пĕтерме памалла марччĕ.
А.ЗАЙЦЕВ,
журналистика ветеранĕ.