05 апреля 2013 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн XXVIII ларăвĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, администраци тытăмĕнчи подразделенисен тата федераллă органсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç. Ларăва Пуху председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ.
Финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшÿллĕн налуксем çинчен тата вĕсене пухассине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çине куçарнипе, районта бюджет прависен хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăрассипе, район депутачĕсен Пухăвĕ 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче "Районăн 2013 çулхи тата 2014-2015 çулсене планланă бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусемпе тухса калаçрĕ. Çак ыйтусемпе депутатсем тивĕçлĕ йышăну кăларчĕç.
2012 çулхи бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен йышăннă отчет проектне ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче халăхпа итлеме йышăнчĕç. Итлев 17 сехетре пуçланать. Йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн юридици службин секторĕн заведующийĕ М.Васильева проект тăрăх итлев хатĕрлемелли тата ирттермелли йĕркепе паллаштарчĕ. Пуху çак йĕркене тата муниципалитетăн хăш-пĕр право акчĕсем вăйĕсене çухатнине сасăласа çирĕплетрĕ.
Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор заведующийĕ В.Чернов виçĕ ыйтупа сăмах илчĕ. Муниципалитет пурлăхне 2013 çулта приватизаци план (Программи) пирки, муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли условин йĕркине улшăнусем кĕртесси тата муниципалитет реестрĕнче шутра тăракан куçăмлă пурлăхсен хакĕсен виçисене çирĕплетесси çинчен.
Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлев "Канаш районĕнче право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарасси" тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен пĕлтерчĕ.
Ямаш ялĕнче пурăнакан М.П.Григорьевăна 4 ачана тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн, çемье институтне çирĕплетме ырă тĕслĕх панăшăн "Ача амăшĕн мухтавĕ" орден медальне, Çăлпуç ялĕнчи Иван Никифоровичпа Наталия Наумовна Никифоровсене пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнĕ ятпа, социаллă яваплă çемье туса хунăшăн "Юратупа шанчăклăх" орден пама тăратрĕç.
В.АЧЧА.