03 апреля 2013 г.
"Мĕншĕн эсир воспитатель (учитель) ĕçне суйласа илнĕ;" текен йăлана кĕнĕ ыйтăва Чакаçри "Ромашка" садикра 23 çул ачасемпе ĕçлекен Светлана Васильевăна парсан вăл тÿрех: "Ачасене юратнипе", – терĕ. Шăхасанта ĕçлекен Оксана Качанова воспитатель те унпа харăсах çапла хуравларĕ. Чăн та, куллен ача-пăчапа ĕçлекенĕн чунĕнче çак шăпăрлансем патне хăйне евĕр ăнлантарма çук юрату туйăмĕ пур пулĕ. Вĕсем вĕт хăйсем чун панисене кăна мар, çынсен ачисене юратма, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ. Кунашкал юрату пурин те çук, тен, çавăнпах-тăр кашни çын хăйне тивĕçлĕ професси суйласа илет.
Ача садика çÿрени малашлăхшăн пĕлтерĕшлĕ. Ăна шкул пурнăçне, татăлусăр пĕлÿ йĕркине пĕчĕкрен хăнăхтармасан вĕренÿре йывăр пулать. Психологсем палăртнă тăрăх, садика çÿренĕ ачасем шкулта унта çÿременнисенчен хăюллăрах, шкулти йĕркене, учителе хăвăрт хăнăхса çитеççĕ, йышра вĕсене чылай хăтлăрах. Ача садĕнче пĕлÿ илме ятарласа вĕрентни те ырă витĕм кÿрет паллах. Çавăнпа та юлашки вăхăтра ачасене шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май воспитательсен те тăтăшах хăйсен пĕлĕвне ÿстерме тивет. Вĕсем курссенче квалификацине ÿстернисĕр пуçне пултарулăх конкурсĕсенче хăйсен профессиллĕ ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.
Нумаях пулмасть-ха районта Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕн бази çинче "Çулталăк воспитателĕ" конкурс иртрĕ. Финала тухнă пилĕк воспитатель асăннă садикри ачасемпе вĕсен ÿсĕмне кура уçă занятисем пачĕç. Конкурс комиссийĕ воспитатель ачасемпе ĕçлемелли методикăна тĕрĕс суйласа илнине, вĕсене занятин темипе интереслентерме пултарнине, педагог хăй ачасемпе хутшăнма пĕлнине, тата ытти критерие шута илсе хакларĕ.
Шăхасанти "Лучик" ача сачĕн воспитателĕ Оксана Качанова кĕçĕннисемпе ÿкерÿ занятийĕ ирттерчĕ. Пĕчĕккисем кăранташсăр, киçтĕксĕр, хăйсен пĕ-ĕчĕк пÿрнисемпе тĕрлĕ кÿлепе ÿкерчĕç. Ку мел алсене ĕçлеме хăнăхтарма лайăх. Пĕчĕк ача аллинче ăсталăх мĕн чул нумайрах, вăл çавăн чухлĕ ăслăрах.
Чакаçри Светлана Васильева кăтартса пынипе вăтам ÿсĕмрисем пластилинран йăвача ăсталарĕç. Сĕтел çинче вырăн тупнă капăр йăвача çине пăхса ачасем хăйсем те тетте турĕç.
Уçырмари "Хĕвел" садик воспитателĕ Алина Васильева хатĕрленĕ заняти те Шăхасан ачисемшĕн кăсăклă пулчĕ. Вĕсем тĕрлĕ кăтарту хатĕрĕпе усă курса шутларĕç, çут çанталăкри ÿсен-тăранпа паллашрĕç.
Шăхасанти "Хĕлхем" тата Сиккассинчи "Хурăн" ача сачĕсен воспитателĕсем Валентина Ильинапа Надежда Шпакова шкула кайма хатĕрленекен ушкăнсенче çут çанталăкри пулăмсемпе – пĕри шывпа, тепри сывлăшпа – паллаштарчĕç. Педагогсем иккĕшĕ те занятисене интереслĕ ирттернипе ачасене те, комисси членĕсене те тыткăнларĕç. Валентина Михайловна шыв, Надежда Сергеевна сывлăш мĕнре, ăçта пулма пултарни, вăл çынна, чĕр чунсене, ÿсен-тăрана мĕн тума кирли çинчен ачасене çав тери уçăмлăн ăнлантарса пачĕç. Урокра илнĕ хăнăхусене ачасем киле çитсен те туса пăхасси куç кĕрет. Кун çинчен вĕсем ашшĕ-амăшне те каласа кăтартаççех.
Практика занятийĕсĕр пуçне педагогсем ачасен, çавăн пекех вĕсен ашшĕ-амăшĕн экологи культурине аталантармалли темăпа презентаци хатĕрленĕ. Тавралăха хÿтĕлес ыйту çине эпир, аслисем, чылай чухне пит çаврăнсах та пăхмастпăр тесен те тĕрĕсех. Урамри, юхан шыв хĕррисенчи ăпăр-тапăр, çÿп-çап куписене куллен курнипе асăрхами те пулатпăр мар-и; Çак тирпейсĕрлĕхе курса ÿсекен ачан вара мĕнле пулмалла; Вăл аслинчен тĕслĕх илет-çке. Ку ыйтупа воспитательсем вĕсене лайăх пулма, çут çанталăка юратма вĕрентеççĕ, пурнăçра вара пач урăхла ÿкерчĕк кураççĕ-çке. Çавăнпа пирĕн ырă пулма садика çÿрекен ачасенчен вĕренмелле мар-ши, вĕсен чунĕ чурăсланма ĕлкĕреймен-ха...
Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсенчен, ача сачĕсен ертÿçисенчен, Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕн педагогĕсенчен тăракан районти жюри конкурса хутшăннă воспитательсен ĕçĕсене тĕплĕн тишкерчĕ. "2013 çулăн воспитателĕ" ята Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕн воспитателĕ Валентина Ильина çĕнсе илчĕ. Конкурсăн республикăри тапхăрне хутшăнсан Валентина Михайловнăна çитĕнÿ тума ăнăçу пултăр.
И.АНДРЕЕВА.