АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнин асĕнче вăл яланах çамрăк

03 апреля 2013 г.

Алексей Петров 1976 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ухман ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вун саккăр тултарсан салтака кайма ят тухнă. 1994 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче çар тумĕ тăхăннă. Служба Ленинград облаçĕнчи Выборг районĕнчи Каменка поселокĕнче пуçланнă. Çав çулах раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Грозный хулинче çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă. Пуля пуçĕнчен лекнĕ. 1995 çулта кăрлачăн 8-мĕшĕнче Алексее тăван ялĕн масарĕнче пытарнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе А.В.Петрова вилнĕ хыççăн 1035-мĕш номерлĕ Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Нумаях пулмасть А.Петрова асра тытса районти ял тăрăхĕсен çумĕнчи çамрăксен канашĕсем хушшинче физкультурăпа спортăн пĕрремĕш спартакиади шучĕпе Ухман вăтам шкулĕнче сĕтелçи теннисла выляма юратакансен ăмăртăвне ирттерчĕç. Ăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти ĕçтăвкомĕн председателĕ А.Степанов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Афганистан ветеранĕсен союзĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Г.Николаев паттăр ентешĕн амăшне З.Д.Петровăна тата çапăçусене хутшăннă Л.П.Алексеева "Ветерансен юхăмне пулăшса тăнăшăн" медаль пачĕ. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн паракан Хисеп грамотине Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров тивĕçрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Алексеев хăй вĕреннĕ шкула мечĕксем парнелерĕ.

А.В.Петрова тата тĕрлĕ çапăçура пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умне чечек çыххисем хунă хыççăн сĕтелçи теннис ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Унта 13 команда хутшăнчĕ. Ухман ял тăрăхĕ çумĕнчи çамрăксен канашĕн пĕрремĕш команди чи ăстараххи пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна шăхасансем çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕшĕнче – ухмансен иккĕмĕш команди.

А.ВИТАЛЬЕВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика