03 апреля 2013 г.
Пуш уйăхĕн юлашки кунĕнче районта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа тата ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕпе В.Никоноровпа "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕх çур акине мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕ.
В.Александров ертÿçĕ каланă тăрăх, хуçалăх уй-хир ĕçĕсене хатĕр. Техника юсавлă. Икĕ çĕнĕ трактор, рулон пресĕ туяннă. Культиваторсен ĕçне хушма хатĕрсемпе лайăхлатнă, çак ĕçе вырăнти вăйпа тунă. Вăрлăха кандицие çитернĕ. Икĕ тонна "кречет" сортлă сĕлĕ, 30 тонна удобрени кÿрсе килнĕ. Кăçал çурхи культурăсене (пăрçа, сĕлĕ, урпа) 400, пĕр çул ÿсекен курăксене 150, клевер 60 гектар акма палăртнă.
А.ТЯМИНА.