АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв та çывхарать, ĕçсем те нумайланаççĕ

05 декабря 2012 г.

Район администрацийĕн пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен кăçалхи çулăн юлашки анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ. "Çулталăкăн малтанласа тунă хăш-пĕр кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме вăхăт", – терĕ вăл.

Районта кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе мĕнле лару-тăру пулни çинчен Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕн Канаш хулипе тата районĕпе пăхса тăракан пайĕн пуçлăхĕ А.Шакин тухса калаçрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районта 42 пушар пулнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан икĕ пушар нумайрах. Вут-çулăм 9 çын пурнăçне татнă. Тăваттăн суранланнă. Çулăмлă инкексем 2 миллион та 682 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. 35 пушар çынсем пурăнакан уйрăм çуртсенче ялкăшнă.

Пушарсен шучĕ Вăрăмпуç, Ухман, Карăклă, Асхва ял тăрăхĕсенче ÿсни палăрнă. Карăклă ял тăрăхĕнче 4 çын çунса кайнă. Пушарсен тĕп сăлтавĕ – вут-кăварпа асăрхануллă пулманни. Тĕрĕсрех каласан – ÿсĕрле пирус туртни. Электрохатĕрсемпе пĕлсе усă курманнипе 6 хутчен "хĕрлĕ автан" алхаснă.

Кашни çулах кăрлачăн малтанхи вунă кунлăхĕнче пушарсен тата вĕсенче вилнисен хисепĕ тăруках хăпарса каять. Раççей Федерацийĕнче пĕлтĕрхи çак тапхăрта 4696 пушар тухнă, 511 çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсем уйрăмах нумай халăх çÿрекен вырăнсенче, нумай ачаллă, ăнăçсăр çемьесем пурăнакан çуртсенче тухни пысăк инкек кÿрет. Çаксене шута илсе Çĕнĕ çул уявĕсем ирттерме палăртнă объектсене планра пăхман тĕрĕслевсем йĕркелемелле. Приказпа уявшăн яваплă çынсене лартмалла. Сигнализацине, элетрохуçалăха специалистсемпе тепĕр хут тĕрĕслемелле. Шыв патне пымалли çула тасатса тăмалла. Çапкăчсемпе, çуртасемпе, фейервексемпе, тивсе каяс хăрушлăх кăларса тăратакан çутă эффекчĕсемпе пÿлĕмре усă курмалла мар. Пур çĕрте те тимлĕх, асăрханулăх малти вырăнта пултăр.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ О.Егоров пушарсенчен асăрханас тĕллевпе ялсенче асăрхаттару ĕçĕсене вăйлатмаллине, рейдсем вăхăтĕнче ăнлантару калаçăвĕсем ирттермеллине, ăнăçсăр çемьесем патне кĕрсе тухмаллине аса илтерчĕ. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче фотостендсем вырнаçтарнин усси пысăк.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров районти учрежденисенче энергоресурссемпе усă курмалли мониторинг çинчен каласа пачĕ. Обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева тата централизациленĕ бухгалтери ертÿçи В.Филиппова районăн муниципаллă çулĕсене хĕллехи вăхăтра тасатса тăмалли, çакна тума уйăрса панă укçапа пĕлсе усă курмалли çинчен сăмах илчĕç.

Обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн сектор заведующийĕ С.Николаев районти социаллă çуртсен умĕсене, учрежденисене Çĕнĕ çул капăрлăхĕ кÿрес енĕпе йĕркеленĕ конкурс условийĕсемпе паллаштрчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, культура, сывлăх, вĕренÿ учрежденийĕсен, суту-илÿ организацийĕсен ертÿçисене раштавăн 12-мĕшĕччен ялсене Çĕнĕ çул уявĕн сăнне кĕртме, елкăсем вырнаçтарма тата вĕсене çутатса тăмалла хатĕрлеме сĕнсе хăварчĕç.

Районăн территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева районта яланхи суйлав комиссийĕн участокĕсем йĕркелессипе çыхăннă мероприятисем çинчен каласа пачĕ. Çак участоксене 5 çула, 2018 çулчченех, туса хума палăртнă. 2013 çулхи кăрлач уйăхĕнче районăн территори суйлав комиссийĕ суйлав комиссийĕн участокĕсене кандидатсем тăратас енĕпе сĕнÿсем йышăнма пуçласси пирки пĕлтерет. Çĕнĕлех те пур – политика партийĕсем комисси составне темиçе кандидатура сĕнме пултараççĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова "Çамрăксем сывă пурнăç йăли-йĕркишĕн" республика акцийĕ пирĕн районта мĕнле иртнине пĕтĕмлетрĕ. Акципе килĕшÿллĕн конкурссем, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти массăллă мероприятисем йĕркеленĕ. Ачча, Вăтапуç, Ухман ял тăрăхĕсен çамрăксен канашĕсене чи лайăххи тесе йышăннă. Çакна çирĕплетсе вĕсене диплом тата парне панă. Вăтапуç, Вăтакас Кипеч тата Шăхасан ял тăрăхĕсен канашĕсен активлăхне грамотăсемпе палăртнă. Уçырма тата Кăшнаруй ял тăрăхĕсене Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă. Çакна та асăнса хăварни вырăнлă: спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакан командăсем йышлах мар. Кашнинче тенĕ пекех пĕр ял тăрăхĕсен спортсменĕсем ăмăртаççĕ. Малашне спорт мероприятийĕсене хутшăнакансем нумайланасса шанас килет.

Анлă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика