АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Надя Федорова – Раççей Кубокĕн хуçи

05 декабря 2012 г.

Надя Федорова – Раççей Кубокĕн хуçи

Ноябрĕн 30-декабрĕн 1-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи Лобня хулинче ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе Раççей Кубокĕ иртнĕ. 48 килограмлă виçере Раççейĕн 2012 çулхи чемпионки Надежда Федорова çĕнтернĕ.

– Пĕтĕмĕшле илсен эпĕ хамăн кĕрешÿпе кăмăллă, – тенĕ Надя. – Анчах та, çĕнтерÿпе çырлахса лармалла мар, манăн тата нумай ĕçлемелле-ха. Манăн кĕрешÿре йăнăшсем пулкалаççĕ. Паянхи финал питĕ йывăр пулчĕ. Чи малтанах, яваплăх пысăкран. Пĕлтĕрхи Кубока çĕнсе илме тата йывăртарах пулнăччĕ. Раççей Кубокĕ уçă ăмăрту пулнăран ют çĕршыв командисем те тĕп составпа килнĕ. Хальхинче Раççей спортсменĕсем кăна мар тупăшрĕç, – тенĕ пирĕн ентеш тренерĕпе Светлана Колесникова пĕрле панă интервьюра.

– Çитĕннисем хушшинче ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче çĕнтернĕ тата лицензиллĕ турнира хутшăннă хыççăн эпĕ юниорсен командин йышĕнче сборсенче пултăм, юниорсем хушшинче ирттерекен тĕнче ăмăртăвне хутшăнассишĕн темиçе хутчен те хамăн вăй-хала тĕрĕслеме тиврĕ. Ыттисенчен выляса илме пултарнине темиçе хутчен те ĕнентерме пултартăм. Апла пулин те тĕнче чемпионатĕнче виççĕмĕш кăна пултăм. Манпа кĕрешекенсем вăйланса кайнине пĕлтермест çакă, мана унталла-кунталла туртнипе йĕркеллĕ хатĕрленеймерĕм.

– Пирĕн пĕр ыйтăва уçăмлатас килетчĕ, – тенĕ Федорован тренерĕ Светлана Колесникова. – Мĕнле турнир суйласа илмелли, мĕнли ахаль ăмăрту кăна пулнине ăнланмалла. Суйласа илмелли (отборочный) турнирта çĕнтертĕн пулсан Европа е тĕнче чемпионатне хутшăнатăн. Кайран тата мĕнле те пулин турнирта çĕнтермелле пулса тухать. Юлашкинчен спортсменка психологи тĕлĕшĕнчен хуçăлать те тĕп стартсене хатĕрленсе çитеймест.

Эпир вара Надьăна малашне те çĕнтерÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

И.ВОЛОДИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика