30 ноября 2012 г.
Çитĕнсессĕн кам пуласси кашни ачанах канăç памасть, шухăшлаттарать, пурнăç çулĕ çине тимлĕнрех пăхтарать. Çапах та ачалăхри ĕмĕте пурнăçа кĕртме пултарнисем те сахал мар. Çакăн пек çынсенчен пĕри – Феония Михайловна Васильева – Матьшÿ ялĕнче пурăнать.
Ф.Васильева почтальонка пулса 23 çула яхăн тимлет. Ял-йыш унран çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ывăл-хĕрĕнчен килекен çырусене, çырăнса илнĕ хаçат-журнала кĕтет. Почта ĕçченĕ пенси те валеçет, тĕрлĕрен тÿлев те йышăнать. Кирек мĕнле çанталăкра та çул çинче. Çеçпĕлти почта уйрăмĕнчен Матьшÿ ялне каялла малалла 8 çухрăм çурран утать. Çил-тăман алхасать-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и е чĕресрен тăкнă пек çумăр лÿшкет-и – тулли сумкăпа кашни киле васкать почтальонка.
Чăннипе каласан, кашни килтех вăл кĕтнĕ хăна вырăнĕнче. Пурин кăмăлне те туллин тивĕçтерме тăрăшать. Çын инкекĕнчен нихăçан та пăрăнса иртмест, май килнĕ таран яланах пулăшма тăрăшать. Ырă кăмăлĕшĕн, чун илемĕшĕн, тараватлăхĕшĕн тата ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ ăна ялта. Вăл ваттисемшĕн кăна мар, ачасемшĕн те тус-юлташ вырăнĕнче.
Васильевсен çемйинче ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. "Пирĕн аннен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар, çавăнпа эпĕ ăна пулăшма тăрăшатăп. Аннешĕн чи пысăк пулăшу вăл – ман дневникри лайăх паллăсем, вĕсемшĕн вăл питĕ савăнать. Çывăх çыннăм тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те ăста. Аннене эпир юрататпăр, унпа мухтанатпăр", – тет хĕрĕ Светлана.
Эпир, ялти çамрăксемпе ватăсем, ăна аннесен кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Яланах çакăн пек кăмăллă та хисеплĕ çын пул. Çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.
Ф.ИВАНОВА,
Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ.