30 ноября 2012 г.
Канаш хулипе районĕнчи чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Анатолий Степанов кăçал тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Коллектива халĕ Михаил Кошкин ертсе пырать. Ку тытăмра чылай çул тăрăшнăран, ĕçе лайăх пĕлнĕрен çĕнĕ должноçа тулли вăйпа хавхаланса та тивĕçе асра тытса кÿлĕнчĕ.
Михаил Борисович Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче 1967 çулта çуралнă. Кошкинсен йăх-несĕлĕнче хăйсен кун-çулне ял хуçалăхне халаллани йышлă. Михаил аслашшĕ – ялти пĕрремĕш тракторист, ашшĕ те хăйĕн ĕçне тăван çĕрпе, выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарнă, пиччĕшĕ – аслă пĕлÿллĕ зоотехник. Çавăнпа та килтисем Михаил шкул хыççăн Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне суйласан унăн шухăшне ырланă çеç. Колхоз направленийĕпех кайнă Хусана вăл. Шел, диплом илсен вырăнта ваканси пулманран Ульяновск облаçĕнче ветврача вырнаçнă.
Михаил Кошкин пĕррехинче Канаш районĕнчи Кипеч тăрăхне хуняшшĕ патне хăнана кайсан вырăнти хуçалăх ертÿçипе Валерий Федоровпа тĕл пулнă. Валерий Михайлович сĕннипе мăшăрĕн тăван кĕтесне çемйипех куçнă, "Урожай" совхозăн тĕп ветврачĕ пулса тăнă.
Тăрăшуллăскерне кĕçех Канашри ветстанцин тĕп врачĕ асăрхать: хăй патне чĕнет. Дезинфекци отрячĕн пуçлăхĕ пулма сĕнет. Ун хыççăн та тĕрлĕ ĕç кĕтнĕ ăна. Кăçал акă районти тĕп врач тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнчĕ. Мăшăрĕ Эмма Васильевна та çак тытăмрах тăрăшать: Кипечри ветучасток заведующийĕ. Аслă шкула иккĕшĕ те пĕр вăхăтра пĕтернĕ.
Специалистсем пĕр-пĕрне ăнланса, пултарнă таран тăрăшса ĕçленĕрен коллектив палăртнă обязательствăсене чыслă пурнăçлать. Михаил Борисович чи малтан хăйĕн çумне Надежда Андреевăна, Светлана Тарасова тĕп бухгалтера, Людмила Денисовăпа Елена Клементьева ветврачсене ырăпа асăнчĕ.
Патшалăх ветслужбинче ĕçлекенсенчен 29-шĕ – аслă, 19-шĕ – ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Унăн тытăмĕнче – 3 лечебница, 13 участок, пĕр ветпункт, ветсанитари экспертизин 3 лабораторийĕ, пĕр ветаптека.
Районти выльăхсем Çĕпĕр язвипе, туберкулезпа, бруцеллезпа, чумапа чирлесрен сыхă. Кăçал урнă выльăх чирĕ енĕпе лару-тăру ытти çулхинчен лайăхрах.
Çав вăхăтрах пăшăрханмалли сăлтав та пур. Коллективра ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ, çамрăк специалистсем сахал килеççĕ. Юлашки 5 çулта кунта 3 ветврачпа 2 ветфельдшер çеç ĕçе вырнаçнă. Апла пулин те ветстанци коллективĕ малашлăха шанса самана таппипе тан ĕçлет.
В.ГРИГОРЬЕВ.