30 ноября 2012 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи иккĕмĕш çул кĕрленĕ. Раштавăн пĕрремĕш кунĕнче Шаккăл ялĕнче пурăнакан Исаевсен çемйине çĕнĕ çын хушăннă. Вăхăчĕ йывăр пулнă, апла пулин те ача çурални – кирек хăçан та хăйне евĕрлĕ, ĕмĕр манăçми çутă уяв, хурлăх çинчен мантаракан савăнăç. Çав кунах вăрçă хирне Филипп Исаев салтак патне ывăл çурални çинчен хыпар кайăк евĕр вĕçнĕ. Граждан вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă, хура-шурне сахал мар тÿснĕ арçын пичĕ тăрăх савăнăç куççулĕ йăрлатса аннă. Исаевсем ывăлне Виталий тесе çыртарнă. Çывăх тăванĕсем пиллĕкĕн пулнă унăн: тăватă аппапа пĕр пичче.
Хаяр çапăçусенчен пĕринче Филипп Исаевич йывăр аманнă. Госпитальте выртнă хыççăн сывалса çитме килне янă. Яла çитсенех чи малтан ывăлне алла илсе чĕри çумне чăмăртанă. Суранĕ тÿрленсе çитсен каллех фронта тухса кайнă. 1945 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнтерÿпе таврăннă. Кăкăрĕ çинче ахаль салтакăн чи пысăк награди – Мухтав орденĕ йăлкăшнă. Кашниех ăна тытса пăхасшăн пулнă. Виçĕ çулти Виталин пĕчĕк аллисем те ун патнелле туртăннă. Вăл ăна тÿрех çăварне хыпнă, ашшĕне куçран пăхса йăл кулнă. Александра Кузьминична упăшкипе ывăлĕ çине нихçанхинчен ытларах юратса пăхнă, чĕри мăнаçлăхпа тулнă, шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлса илнĕ.
Виталий ĕçрен ютшăнса ÿсмен. Кил-çуртра унăн тума пĕлмен ĕç пулман, çуллахи каникулсенче колхоз ĕçĕсене хутшăннă. 1962 çулхи чÿк уйăхĕнче унăн салтака кайма ят тухнă. Асаттесен йăлипе тăвансене пуçтарса, лаша урапи çинче ал шăлли вĕçтерсе, салтак юрри янраттарса, ашшĕ-амăш ятне ялан çÿлте тытма, командирсемпе начальниксене итлеме хушса ăсатнă Шаккăл каччине Ленинград (халĕ Санкт-Петербург) çывăхĕнче вырнаçнă çар чаçне. Салтакра Виталий водителе вĕреннĕ, мĕн служба вĕçленичченех машина çÿретнĕ.
Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан В.Филиппов Казахстана тухса кайнă. Икĕ çула яхăн Павлодар хулинче автобус водителĕнче тăрăшнă. Унта чăваш каччи ĕçри хастарлăхĕпе хăй çинчен ырă ят хăварнă. Ĕçленĕ хушăрах Целиноградра куçăмсăр майпа автоçул техникумĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухнех Виталий Лена ятлă хĕре куç хывнă. Алла аттестат илсен çамрăк хĕр Иваново облаçĕнчи Южи хулинчи пир-авăр комбинатне ĕçлеме кайнă. Çар почтин штемпельне çапнă çырусем килсех тăнă ун патне. Паллах, вĕсене çыраканĕ Виталий пулнă. 1965 çулта вĕсем пĕрлешнĕ. Çав çулах В.Филиппов çамрăк арăмĕпе Шаккăла ашшĕ килне таврăннă. Техникăна лайăх ăнкараканскере "Искра" колхозăн грузовикне шанса панă. Мĕн кăна турттарман пуль вăл çак машинăпа. Хушнă ĕçе вăхăтра туса пынă. Автомобиле те юсавлă тытнă, хăть те хăçан та рейса тухма хатĕр пулнă. 1970 çулта Виталий Филиппович слесаре куçнă. Наладчик, аккумуляторщик ĕçĕсене тума та ăна хушнă.
Ĕçне кура хисепĕ. Виталий Филиппович хастарлăхне Хисеп грамотисемпе, тав çырăвĕсемпе хакланă, уявсенче парнесем парса хавхалантарнă. Мăшăрĕ Елена Андреевна та ĕçченлĕхĕпе ырă ят çĕнсе илнĕ. Тивĕçлĕ канăва колхозри уй-хир бригадинче ĕçлесе тухнă. Унăн та наградăсем сахал мар.
Виталий Филипповичпа Елена Андреевна икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Светлана Улатăрти совхоз-техникумра бухгалтера вĕреннĕ, çав специальноçпах ĕçлет. Евгений 18 çул шалти ĕçсен органĕсенче службăра тăнă. Надежда – Федерацин Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн медсестри. Сергей ирĕклĕ майпа кĕрешсе СССР спорт мастерĕн ятне çĕнсе илнĕ, Чечняри событисене хутшăннă, йывăр аманнă. Виçĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Филипповсен пилĕк мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук. Вĕсем килсен пÿрт савăнăçлă шавпа тулать, ватăсем хăйсене кайăксен чĕвĕлти сассипе тулнă вăрманти пек туяççĕ. Вĕсемшĕн асатте, асанне, кукаçи, кукамай сăмахсем темрен те хаклă, атте, анне тени вара ылтăнпа пĕрех.
Шăмат кун каçхине Виталий Филипповича 70 çулхи юбилейпе саламлама çывăх çыннисем, тăванĕсем кĕреке хушшине ларĕç. Ун ячĕпе нумай ăшă сăмахсем калĕç, илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрĕ.
В. АЧЧА.