28 ноября 2012 г.
Эрне кун Сухайкасси ял тăрăхĕн культурăна аталантаракан тата библиотека пулăшăвĕсем паракан центрĕнче районти культура ĕçченĕсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Зоя Иванова тăрăх мĕнле ĕçлесе пынипе кĕскен паллаштарчĕ, кун йĕркинчи ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явса ăнăçлă татса пама сунчĕ.
Семинара килнисене культура çурчĕн фойинче тулли сĕтел кĕтсе илчĕ. Вун икĕ чашăкра – тĕрлĕ апат. Пурне те вĕсене купăстаран ятарлă рецептсемпе хатĕрленĕ. Тăварлани те, маринадлани те, йÿçĕтни те пур. Касăкăн-касăкăн ваклани те, вĕттĕн-вĕттĕн турани те, помидорпа хутăш хатĕрлени те – хăшĕ килĕшет, çавна тутанса пăх. Кашниех тивĕçлĕ хак пачĕ. Уйрăмах вĕсене, çавăн пекех çак йĕркесен авторне те, пуçпа йÿçĕтсе пысăк турамсемпе касни килĕшрĕ. Çакăн пек паха çимĕçе хатĕрлекенсем – культура çурчĕ çумĕнчи "Хозяюшка" клуб членĕсем. Ăна чылай çул ĕнтĕ библиотека заведующийĕ Ираида Иванова ертсе пырать. Ăна пулăшаканĕсем – ял тăрăхĕн администрацийĕн эксперт специалисчĕсем Елена Николаевăпа Галина Андреева, фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Людмила Николаева. Хĕрарăмсем, вĕсем вара çирĕме яхăн, уйăхсерен пĕрле пухăнса ал ĕç тăваççĕ, чăвашсен йăлине кĕнĕ уявĕсене савăнăçлă кăмăл-туйăмпа палăртаççĕ, апат пĕçермелли рецептсене пăхса тухаççĕ, кирлĕ пулсан пĕçереççĕ те, çĕнĕ юрă-ташă вĕренеççĕ. Кĕске каласан, пĕртте кичем мар вĕсене кунта, кашниех хăйне валли мĕн те пулин лайăххи ăша хывать.
Ал ĕç ăстине Николай Миронова Сухайкасси тăрăхĕнче кăна мар, Канаш енре те пит лайăх пĕлеççĕ. Вăл – пĕрремĕш ушкăнри инвалид. Апла пулин те Николай Петрович пусăрăнман, хăйне валли йăпатмăш ĕç тупнă. Вăл тутăр, кофта, чăлха-алсиш çыхать, тĕрлет, сĕтел çиттисем, салфеткăсем, пит шăллисем хатĕрлет. Николай Петрович районта ирттерекен пысăк уявсенче йĕркеленĕ ал ĕç ăстисен конкурсĕсенче темиçе хутчен те лауреат пулса тăнă. Акă халĕ те унăн ĕçĕсен умĕнче халăх татăлма пĕлмерĕ. Чылайăшĕ семинар пуçланасса пĕлтерсен çеç вĕсенчен хăпрĕ.
Культура çуртĕнче те кăмăла çĕклекенни тупăнчĕ. Стена çумне илемлĕ картинăсем çакнă. Вĕсен авторĕ – Шупашкарти Быков ячĕллĕ ÿнер училищин живопись факультечĕн студенчĕ Вера Ермакова. Пултаруллă хĕр инçетрен Сухайкассине куçса килнĕ, вырăнти вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе вĕренме кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытса ÿнер училищин алăкне уçса кĕнĕ.
Çак кунсенче Аслă Мамири культура центрĕн методисчĕ Любовь Варламова 55 çул тултарчĕ. Культурăра 1985 çултанпа тăрăшать. Ĕçтешĕсем унăн ĕçне икĕ "пиллĕкпе" хакласа ăшă сăмахсемпе, парнепе савăнтарчĕç, кун-çула малалла тăсма çирĕп сывлăх сунчĕç, харăссăн "Саламлатпăр!" тесе янраттарчĕç. Канаш тăрăхĕн юратнă "Ентешсем" ансамблĕ юбиляр ячĕпе Анатолий Никитин çырнă, халăхра анлă сарăлнă "Пурнăç урапи" юрра шăрантарчĕ. Любовь Васильевна хăйне хисеп тунăшăн чĕре витĕр шăранса тухакан сăмахсемпе тав турĕ.
Семинара районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн информаципе методика пайĕн заведующийĕ Зоя Николаева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Лия Арсентьева культура учрежденийĕсене патшалăх регистрацине тăратмалли документсене вăхăтра хатĕрлесе памаллине аса илтерчĕ. Тĕп культура çурчĕн директорĕ Ольга Микушина кирлĕ хутсене мĕнле çырмаллине интерактивлă доскапа усă курса ансат чĕлхепе ăнлантарса пачĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ.
Зоя Николаева коллективлă договор тумалли йĕрке çинче чарăнса тăчĕ, кăçал тунă ĕçсен отчетне вăраха тăсмалла маррине хытарсах каларĕ, килес çулхи ĕçсен планне вăхăтра хатĕрлемеллине те манма хушмарĕ, професси ăсталăхĕн конкурсĕсен положенийĕпе паллаштарчĕ. Уйрăмах "Хĕл Мучи тусĕсене пуçтарать" конкурс фестивале епле ирттермелли çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ, вăйăсен программине пуянлатма, анлăлатма сĕнчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Константин Никоноров культура ĕçченĕсене ăнăçу сунчĕ, малашнехи задачăсене палăртрĕ, ландшафт дизайнĕн "Çут çанталăкпа килĕшÿллĕн" тата культура учрежденийĕсен массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатса тăрас енĕпе йĕркеленĕ "Клуб ĕçĕ-хĕлĕ пичетре" конкурссенче мала тухнисене дипломсемпе наградăланă çĕре хутшăнчĕ.
Семинарăн "Çамрăксен канăвĕ" практика занятине Сухайкассичи культурăна аталантаракан тата библиотека пулăшăвĕсем паракан центр директорĕ Инна Иванова ирттерчĕ. Ăна ялти культура ĕçĕсене хастар хутшăнакан Андрей Маюшкин пулăшрĕ. Камитлĕ вăйăсене семинара килнисене те явăçтарчĕç. Залра хаваслă кулă янăраса тăчĕ. Шÿтлĕ конкурссенче çĕнте-рнĕ Алексей Мурзукова "пылак" парне парса хавхалантарчĕç. Паллах, вăл ăна Сиккассинчи культура çуртĕнчи ĕçтешĕсемпе пайларĕ. Инна Георгиевна кулинари ĕçне юратакансен пĕрле-шĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, сусăррисен пултарулăхне халăх патне çитерес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ.
В.АЧЧА.