АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивçырмари нумизмат

28 ноября 2012 г.

Эрни-эрнипе тăракан юрлă-çумăрлă çанталăк чăннипех йăлăхтарса çитерчĕ - ăшă пÿлĕмрен ниçта та тухас килмест. Çапах та, çанталăк алхаснине пăхмасăрах, вĕтĕртетсе тăракан çумăр айĕнчех Вăрăм шывĕн сылтăм çыранĕ çумне тĕршĕннĕ пĕчĕк çеç яла - Сив-çырмана çитрĕм-çитрĕмех. Ял мана ĕлĕк магазин пулнă кивĕ çурт тăрринче вĕлкĕшекен Раççей ялавĕпе кĕтсе илчĕ.

- Ку ялава мĕншĕн çакнă тата, паян нимĕнле уяв та мар-çке; - ыйтрăм эпĕ ку ялта пурăнакан Валерий Михайлович Федоровран.

- Çынсем пĕлччĕр тетĕп Раççей çĕрĕ çинче ларакан Сив-çырма текен ял пуррине. Атту кунта пуçлăхсем килсех каймаççĕ, пирĕн нушасене пĕлмеççĕ, - хавхалансах каласа пама тытăнчĕ мана Валерий Михайлович пĕчĕк ялăн нуши-терчĕ çинчен. Сив-çырмара лавкка та, фельдшер пункчĕ те, библиотека та çук. Клуб пирки калаçу та çук.

Валерий Михайлович хăй юнашарти Çĕнĕ Юнтапаран. Федоровсем чылай çул Шупашкарта пурăннă, хваттерлĕ пулнă. Çемье пуçлăхĕ промышленность тракторĕсем тăвакан заводра тимĕр шăратакан цехра 18 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан, мăшăрĕпе, Валентина Михайловăпа, Сив-çырмана куçса килнĕ. Малтан хуньăшĕ патĕнче пурăннă, каярахпа хăйсем кирпĕчрен хăтлă çурт лартнă. Газ кĕртнĕ, пусса шыв уçлакан насус вырнаçтарнă. Мĕн кирлĕ тата ял çыннине;

- Ĕне те усрама пулать ялта, анчах кĕтÿçĕ тытма хакла кайса ларать, - тет Валерий Михайлович. - Ялта ултă ĕне, манăн çиччĕмĕш пулать, кашни эрнере кĕтÿçе 500 тенкĕ тÿлеме тивет. Ку çемье бюджетне самаях хавшатма пултарать, çавăнпа килте хальлĕхе чăх кăна усратпăр.

Сивçырмара мĕн пурĕ 40 кил ытла, вĕсенчен çурри кĕр енне пушанса юлать - çу кунĕсене ялта ирттернĕ пенсионерсем çанталăк сивĕтме тытăнсанах хуланалла тапса сикеççĕ.

- Ялта тĕпленсе пурăнакансем мĕн пурĕ 35 çын, - тет Валерий Михайлович. Урамра вĕтĕ çумăр пĕрĕхет, эпир Валерий Михайловичпа, унăн арăмĕпе Валентина Михайловнăпа тата кÿршĕре пĕччен пурăнакан 47 çулхи Тамарăпа ăшă пÿртре сăмах çапса ларатпăр.

- Мĕншĕн сирĕн яла Сив-çырма тесе ят панă-ши, Валерий Михайлович;

- Ваттисем каланă тăрăх, ĕлĕк-авал ку таврара сĕм вăрман кашласа ларнă. Вăрман варрипе Нурăса каякан çул иртнĕ, çак Вăрăм шывĕ урлă каçнă çĕрте вăрă-хурахсем хытă алхаснă тет. Вара Нурăс пасарне çул тытнă купсасемпе пуянсем, хурахсем тапăнасран шикленсе, Çÿлти Турра кĕлĕ туса çапла каланă тет: "Ах, Турăçăм, пулăшсамах çак сивĕ çырма урлă тĕрĕс-тĕкел каçса кайма, пулăшсамах..." Чăнах та, пирĕн ял тĕлĕнче Вăрăмран питĕ сивĕ сывлăш перет. Темĕншĕн...

Пĕр 120 çул каялла Йĕпреç районĕнчи Кивĕ Пучинке ялĕнчен кунта Михал, Ваçлей, Тимĕр йăхĕсенчен 3 çемье куçса ларнă. Ял ятне те ĕлĕкхилле Сивçырма тесе панă.

Ялĕ пĕчĕк кăна пулин те, кунтан пысăк çын тухнă: Яковлев генерал-лейтенант, халĕ Мускавра пурăнаканскер, вăрçă вĕçленсен Берлин коменданчĕ те пулнă теççĕ. Унăн шăллĕ, медицина службин полковникĕ, хирург, Мурманск хулинче пурăнать.

Валерий Михайлович, ял историне тĕпченĕ май, нумизматикăпа та интересленет, чăвашсен ĕлĕкхи тумтирĕсене, салтаксен формисене пуçтарать.

- Хальхи çамрăксем çăпата мĕнне те пĕлмеççĕ, ăна хуçма пĕлекенсем те таврара çук пулĕ, ман вара пăтара пĕр мăшăр çăпата çакăнса тăрать, - хавхаланса каласа парать кил хуçи. - Нумизматикăпа интересленесси 1967 çулта пĕр тенкĕлĕх юбилей укçисем кăларма тытăнсан пуçланса кайрĕ. Вĕсем ман коллекцири чи пирвайхи экспонатсем пулчĕç. Петĕр патша, Пĕрремĕш Кĕтерне, Анна Иоановна, Елизавета Петровна патшасен вăхăтĕнчи укçасем те унта тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Каярахпа ют çĕр-шыв укçисене пухма тытăнтăм. Ан тĕлĕнĕр: коллекцире пурте пĕлекен Мавроди укçи те чылай. Пĕр миллион тенкĕ те пулĕ.

- Мĕн чухлĕ те пулин тупăш илтĕр-и вара;

- Ç-у-ук! Каккуй тупăш унта. Пĕр пус та илмен...

Сивçырмари нумизмат коллекцийĕ арчара пăнтăхса-тутăхса выртмасть: нумаях пулмасть вăл ăна юнашарти Янкăлч шкулĕн музейĕнче кăтартрĕ. Шкул ачисем те, кунта ятарласа килнĕ ял çыннисем те Федоровăн укçа коллекцине пысăк хак пачĕç, тав сăмахĕсем каларĕç.

- Пирĕн Валентина вара алă ĕçне питĕ ăста, - калаçăва хутшăнчĕ унччен пире пĕр чĕнмесĕр итлесе ларакан кÿршĕ хĕрарăмĕ Тамара. - Мĕнле кăна тĕрĕ тĕрлемест пулĕ вăл, мĕнле кăна пукане тумтирĕ çĕлемест пулĕ - анатри чăваш хĕрарăмĕсен, вирьял хĕрарăмĕсен тумтирне...

Чăнах та, Валентина ăсталанă тĕрĕсене хитре йывăç рамăсене вырнаçтарса пÿртри пĕр стена çине çакса тухнă - çăтмахри пек илемлĕ чечексем, кайăксем, ытти чĕр чунсем чуна тыткăна илеççĕ, пуçра ырă шухăш-кăмăл çуратаççĕ. Пуканисем тата!

- Тамара, эсир хăвăр та ал ĕçне ăста мар-и, Валентинăна кура;

- Аппаланман. Эпĕ ытларах чечек ÿстерме кăмăллаттăм, вĕсем те пулин хам аякка ĕçлеме кайсан сивĕпе шăнса пĕтрĕç. Утмăл ытла чÿлмекри чечеке кăларса пăрахма тиврĕ. Куççуль те тухрĕ ун чухне.

- Валентина, эсир хăвăр пуканесене Янкăлч шкул музейĕнче те кăтартнă терĕç...

- Унта та кăтартнă, Çĕрпÿ ярмăрккине те илсе кайнă. Çынсем пыра-пыра пăхаççĕ, интересленеççĕ, ыйта-ыйта пĕлеççĕ, фото ÿкереççĕ. Хакне ыйтакансем те пур. Çак интерес мĕнрен пуçланса кайрĕ тетĕр-и; Упăшка темле авалхи укçасем, тумтир пуçтарать те, эпĕ те хама валли ĕç тупас терĕм...

Федоровсем патне ял халăхĕ те туртăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ялсенчи кашни урамра пĕр-пĕр киле хĕрарăмсем каçсерен çăм, сÿс арлама, чăлха-нуски çыхма, хĕрсем тĕрĕ тĕрлеме, арçынсем çăпата хуçма, юмах-халап çапма пуçтарăннă пулсан, Федоровсен килне кÿршĕсем клуба пуçтарăннă пек район, республика пурнăçне пĕлме, Валерий Михайлович ют çĕршывсенчи лару-тăрăва ăнланмалла сăнласа панине итлеме пухăнаççĕ.

Федоровсене çамрăксем ялта юлманни, халăх йышĕ ÿсменни хытă пăшăрхантарать. Кăçал Сив-çырмара пĕр ача çуралнă, пĕр мăшăр пĕрлешнĕ, шкула виçĕ ача çÿрет, вĕсене илме-леçме Янкăлч шкулĕнчен автобус килет. Икĕ çемье çĕнĕ çурта пурăнма куçнă. Çавăн пек ялти çĕнĕ хыпарсем.

Федоровсем çине тăрса тăрăшнипе ял-йыш уявсене те пĕрле ирттерет. Сăмахран, Çĕнĕ çул умĕн вĕсем урама елка лартаççĕ, йĕри-тавра гирлянда караççĕ, йĕпе юртан Хĕл Мучи, Юр Пике кĕлеткисене ăсталаççĕ, - ялăн пĕртен-пĕр урамне илем кĕртеççĕ.

- Çĕнĕ çул умĕн СССР ялавне те, Раççейĕн триколорне те çĕнĕрен çĕлесе çакатăп, - тет Валентина Михайловна. - Атту вĕсем çил, хĕвел çинче часах тĕссĕрленеççĕ, çĕтĕлеççĕ.

Çавăн пек çĕршыв шайĕпе утса, тулли пурнăçпа пурăнать Канаш районĕнчи Сивçырма текен пĕчĕк ял.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика