28 ноября 2012 г.
Иртнĕ уйăхăн 5-мĕшĕнче Мускавра Раççей тухтăрĕсен I наци съезчĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнче Канаш районĕнчи Шăхасанти сыватмăшăн тĕп врачĕ Рената Федорова та хутшăннă.
– Рената Николаевна, съездра мĕн пирки пусăмласах калаçрĕç;
– Татса памалли ыйту нумай пухăннăран Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Игоревна Скворцова çак съезда йĕркелеме тăрăшрĕ. Вăл хăйĕн докладĕнче халăх сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе сипленинчен ытла ан чирлеччĕр тесе профилактика ĕçне вăйлатма чĕнсе каларĕ.
Рак, туберкулез, йывăр та пурнăçшăн уйрăмах хăрушă ытти чир аталанăвĕн пуçламăш тапхăрне вăхăтра тата тĕрĕс палăртмалла – вара пациента сыватма çăмăлрах.
Нумай çын юн пусăмĕ хăпарнипе аптăрать. Ăна виçмелли хатĕр кашни çемьере пулмалла, пусăм улшăнăвне харпăр хăйĕн тĕрĕслесе тăмалла, кирлĕ чухне тухтăр сĕннĕ эмеле ĕçмелле. Шел те, хăшĕ-пĕри хăйĕн чирĕпе пачах кăсăкланмасть, сыватмăша çÿремест, диспансеризацире пулмасть. Чир-чĕр йывăра кайсан тин врачран пулăшу ыйтать. Ун пек чухне çынна сыватма йывăр. Чир-чĕр юлашки тапхăра куçнăран, юн пусăмĕ хăпарнăран организм халсăрланать, çын вилме пултарать.
Фельдшер-акушер пунктне пусăма виçтерме пымаллах. Тухса çÿрейменнисем патне тухтăрсем хăйсем çитеççĕ. ФАПсем, офиссем профилактика ĕçне тĕпрен вăйлатсан чирлекен çын пулас та çук пек туйăнать. Малашне вĕсен йышĕ чакмаллах. Тĕп сыватмăшăн та ĕç çăмăлланĕ, эмел те перекетленĕ. Хăш чухне, уйрăмах эпидеми вăхăтĕнче, аптекăсенче кирлĕ эмел тупаймастăн. Съездра çакăн пирки те хĕрÿ калаçрĕç.
– Медицина пулăшăвĕ парасси çÿллĕ шая çитетех апла;
– Пулăшу парассине аталантарма палăртнă май резолюци йышăнчĕç. Мĕн килĕшет, тен, килĕшмест – хамăрăн шухăшсене РФ Сывлăх сыхлав министерствин сайтне вырнаçтарма сĕнчĕç. Сывлăх сыхлав аталанăвĕн концепцине йышăниччен вăхăт пур. Унччен пирĕн тĕплĕн шухăшласа ыйту-сĕнÿ хатĕрлемелле.
– Рената Николаевна, сирĕн тĕп сыватмăш тата ăна пăхăнса тăракан тытăмсем малашне съезд сĕнĕвĕсене шута илсе ĕçлесси тĕп вырăнта пулĕ;
– Таврăнсанах уйрăм заведующийĕсене пуçтарса калаçрăм. Ялсенчи халăх сывлăхне çирĕплетме çĕнĕ тĕллевсем палăртрăмăр. Пирĕн районта пĕтĕмĕшле практика офисĕсем – 16. Кашнинчех сывлăх шкулĕсем йĕркеленĕ. Тухтăрсем çынсене медицина приборĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ.
Планеркăра хушма диспансеризаци ирттересси, машинăпа тухса çÿрекен бригада йĕркелесси пирки калаçрăмăр. Çитĕнекен ăру сывлăхне çирĕплетессишĕн шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Кашни пĕлÿ çуртĕнчех медицина кабинечĕ пур, вĕсене оборудованипе тивĕçтернĕ.
Терапевтсен тĕллевĕ – çамрăксене çара кайма юрăхлă çитĕнтересси, ытти специалистпа пĕрле ялсенче халăхпа тĕл пулса аталанакан чирĕн пуçламăш тапхăрне палăртасси, пĕр тăхтамасăр сипленме тытăнмалли çинчен витĕмлĕ каласа ăнлантарасси тата ытти те.
Кăçал пирĕн пата 28 врач килчĕ. Йыш хушăнни савăнтарать. Анат Сурăм, Ямаш, Вăтакас Кипеч ялĕсенчи офиссенче çĕнĕ врачсем ĕçлеççĕ. Çамрăксем тĕп больницăна çеç мар, офиссене те йышлăн кайрĕç. Ĕçлес кăмăлĕ пысăк хăйсен. 5 çул иртнĕ хыççăн районтах юласса, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшассин пахалăхĕ ÿсессе шанатпăр.
В.ГРИГОРЬЕВ калаçнă.