АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем – канашсем

28 ноября 2012 г.

Тăвайри "Аль" физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен кăçалхи ХI физкультурăпа спорт спартакиадин юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Спартакиада кăрлач уйăхĕнче йĕлтĕр спорчĕн ăмăртăвĕсемпе пуçланнă. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн район администрацийĕн команди иккĕмĕш пулнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи А.Иванов спартакиадăн юлашки тапхăрне хутшăнакансене саламланă чухне физкультурăпа спорт пĕр-пĕриншĕн тăрассине пĕтĕçтернине, пĕр командăна чăмăртанине палăртнă, пурне те спортпа туслашма чĕнсе каланă. "Пирĕн задача – Чăваш Енĕн чиновникĕсене çирĕп вăй-халлă, сывлăхлă тăвасси", – тенĕ Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ С.Мельников.

Финалта 60 яхăн команда дартспа, 5х25 метрлă эстафетăра ишессипе, вĕрен туртассипе, стрит-болла тата волейболла выляссипе ăмăртнă. Ертÿçĕсемпе вĕсен çумĕсем мини-гольф енĕпе мала тухассишĕн тупăшнă. Пирĕн район администрацийĕн волейбол команди финала тухса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ишсе, вĕрен туртса улттăмĕш, шашкăлла выляса, дартспа вун пĕрмĕш, сĕтелçи тенниспа саккăрмĕш пулнă. Çĕмăл атлетсен команди "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ эстафетăра тăваттăмĕш вырăна тухнă. Спортăн 10 тĕсĕпе райадминистрацин команди спартакиадăра 40,5 балл пуçтарса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта – вăрнарсем, виççĕмĕшĕнче – хĕрлĕчутайсем.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика