АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун ячĕпе ăшă сăмахсем янăрарĕç

28 ноября 2012 г.

Ĕмĕтлисем, канăçсăр чунлисем çĕр çинче те çÿреççĕ, çÿл тÿпере те ярăнса вĕçеççĕ, йăлтăр çăлтăрне татаççĕ те халăха антарса параççĕ. Çĕнĕ Аччара пурăнакан М.Носова та çавсенчен пĕри пулĕ.

Мария Николаевна Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çĕнĕ Ачча кинĕ пулса тăрсан 16 çул ял лавккинче сутуçăра тăрăшнă. Ун хыççăн "Советская Армия" совхозăн пахча çимĕç бригадине ертсе пынă. Ун чухне çак хуçалăх пахча çимĕç туса илессипе районта çеç мар, республикăра та малти ретре пулнă. Кунта, паллах, Мария Николаевнăн тÿпи те пур. Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн ăна Польшăна кайса курма путевка панă. Çав кунсене вăл паянхи пекех лайăх астăвать.

Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар. Пурнăç тути-масине самаях ас тивме лекнĕ Мария Николаевнăна. Чăтнă, пуçа усман, малаллах талпăннă, ывăлĕпе икĕ хĕрне пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă. Вĕсем вара ăна тăватă мăнук парнеленĕ.

Мария Николаевнăна 70 çул тултарнă ятпа Ачча ял тăрăхĕн администрацийĕ, ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем, кÿршисем саламларĕç.

М.ФЕДОРОВА,

библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика