23 ноября 2012 г.
Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Халăх пуянлăхĕ" фестиваль-конкурс иртрĕ. Вăл нумай номинацирен тăчĕ. Кунта эстрада юррисене пĕччен е ушкăнпа юрларĕç, йывăçран касса е çут çанталăк материалĕсемпе усă курса ăсталанă япаласене кăтартрĕç, ачасем хăйсем çырнă сăввисене вуларĕç тата ытти те. Мероприяти Ухсай тата Хусанкай ячĕсемлĕ культура керменĕсенче иртрĕ.
Çак фестиваль Раçейĕн 35 регионĕнчен 1500 ытла çамрăк таланта тата чикĕ леш енчи 4 çĕршыв хăнисене пуçтарчĕ. Фестивале тĕрлĕ номинаципе йĕркеленĕ. 13-15 çулти ачасем хушшинче Çеçпĕл хĕрĕ Рада Андреева эстрада юрри шăрантарчĕ. Кашниех сăнарлă 2 юрă юрларĕ. Радăн юррисене куракансем тăвăллăн алă çупса хакларĕç.
Жюри членĕсем – Раççей е тĕнче шайĕнче палăрнă сумлă çынсем. Вĕсенчен пĕри - Александр Ермолов композитор, вăл – тĕп жюри, Раççей композиторĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ, Мускавран. Çак конкурса хутшăнма Радăна Çеçпĕл вăтам шкулĕн музыка учителĕ Ю. Кириллов хатĕрленĕ.
"Шел, хамăра начарах мар кăтартрăмăр пулин те лауреат шайне хăпараймарăмăр", – тет Юрий Алексеевич. Рада конкурс дипломанчĕ пулса таврăнчĕ, унăн вĕрентекенĕ вара хатĕрлев комитечĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.
"Паллах, çакăн пек конкурса хатĕрленме шкулти кружок шайĕ çителĕксĕр. Конкурса хутшăнакансем пурте тенĕ пекех сцена çине музыка е искусство шкулĕн, е студи хатĕрленĕвĕпе тухрĕç. Çапах эпир хамăра çакăн пек конкурса хутшăнма пултарнишĕн телейлисен шутĕнче туятпăр. Ачасен юратнă композиторне А. Ермолова курни те пирĕншĕн темрен те паха", – терĕ ыйту паракансене Юрий Алексеевич.
Тунти кун шкулта савăнăçлă линейка иртрĕ. Юрий Алексеевич фестивальтен ÿкерсе килнĕ материалпа мастер-класс иртерчĕ.
Т. ЗАХАРОВА.
Çеçпĕл вăтам шкулĕ.