23 ноября 2012 г.
Тавах сана, тăван анне,
Пуçа тайса калатăп.
Эс чи хакли çак çĕр çинче.
Сана эп юрататăп.
Сăмахăм ман 75 çул каялла Матьшÿ ялĕнче пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче кун çути курнă Улька аппа çинчен пырать. Вăл вăхăтра пурнăç никамăнах та çăмăл пулман. Улька аппа çуралнă çул типĕ çанталăка пула тыр-пул ăнăçлă çитĕнмен, таврара выçлăх хуçаланнă. Çавăн пекех ялсенче усал чир-чĕр çынсен пурнăçне (уйрăмах ачасенне) пĕр шелсĕр татнă. Вăл тепĕр икĕ аппăшĕпе Нинăпа тата Маняпа çав инкекрен çăлăнса юлма пултарнă, çемьери тепĕр пилĕк ача чир-чĕре пула пĕчĕклех çĕре кĕнĕ.
Вăрçă тухсан ашшĕ, Иван Федорович Федоров, фронта тухса кайнă та пĕр хаяр çапăçусенче ĕмĕрлĕхех пуçне хунă. Ун чухне Улька тăватă çулта кăна пулнă, ашшĕне пачах та астумасть. Виçĕ хĕрне амăшĕ, Александра Кузьминична Кузьмина, тăлăххăн çитĕнтерсе ура çине тăратнă.
– Çав ÿсĕмри мĕн пур çынпа танах хура-шурне сахал мар курнă пирĕн анне, – аса илет Улька аппа. – Арçын вырăнне те тар юхтарнă, хĕрарăм ĕçĕнчен те пăрăнман, пире çын тăвас тесе хăйне шеллемесĕр тăрăшнă. "Тăлăхăн Турри те тăлăх", – тетчĕ пĕрмаях. Хăй вара аллинчен кĕреçе-сенĕк яман, суха та тунă, тыр-пул туса илнĕ çĕре те хастар хутшăннă, хушнă ĕçрен нихăçан та пăрăнман. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарнă, ытларах Нинăпа Маня аппасене йывăр лекнĕ.
Анне хăй пачах хутла пĕлменрен пире питĕ вĕрентессишĕн çунатчĕ. Матьшÿ шкулĕнче 7 класс вĕреннĕ хыççăн тăван колхозра ĕçлеме пуçларăм. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та нумай вăй хунă эпир унта. Малалла вĕренесси пулмасть, ĕçлеме тытăнмалла терĕм, – сăмах çăмхине малалла тăсать кинемей. – Питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Укçа-тенкĕ тытса курман, ĕçленĕшĕн тырăпа кăна тÿлетчĕç. Телее, хамăр ял çынни, Андреев хушаматлăскер, справкăсем туса парсан манăн Шăхасанти психиатри больницине ĕçе вырнаçма май килчĕ. Ун чухне паспортсене алла паман, ялтан тата колхозран тухса кайма шутсăр йывăрччĕ. 1957 çултан пуçласа 1992 çулчченех тăрăшрăм юратнă ĕçре.
1961 çулта хамăр ял каччипе Геннадий Дмитриевпа çемье çавăртăмăр. Çĕнĕ вырăна уйрăлса тухрăмăр. Нимĕн те çукчĕ, йĕпрен пуçласа веçех хамăрăн туянмалла пулчĕ. Ялта пурăнакан ытти çынсем пекех хамăра шаннă, тĕпленсе пурăнас тенĕ. Тенкĕ çумне тенкĕ хушса пухнă укçапа çурт-йĕр хăпартрăмăр.
Виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр: Валера (1962 çулта çуралнă), Рита (1964 ç.) тата Инесса (1966 ç.) Шел пулин те, упăшкапа нумай пурăнаймарăм, 11 çул пĕрле пурăннă хыççăн ăнсăртран чирлесе ÿкрĕ те пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Килти хуйха-суйха çын çине кăларман. Çĕрĕ-çĕрĕпе макăрнă пулин те ир тăрсан виçĕ ачана шкула ăсатнă, ура çине тăратма тăрăшнă. Вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ.
Ачасем лайăх пăхаççĕ, кăçал кăна çурт-йĕре тĕплĕн юсаса пачĕç. Çĕр çинче пĕрре пурăнатпăр, çавăнпа та пурнăçа ырă та ăнăçлă, татуллă та телейлĕ пурăнса ирттерме тăрăшасчĕ. Пурнăç йăлтах хамăртан килет, çакна манас марччĕ. Хамăр лайăх пулсан пурте лайăх, – вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Улька аппа.
Тĕнче ырă хĕрарăмсемпе пуян тени тĕрĕсех çав. Ĕç пурнăçа тытса пырать. Нихăçан та ахаль лармасть Улька аппа: çăм арлать, чăлха-алсиш çыхать, урайне сарма кавир ăсталать. Кил-хуçалăхра кăштăртатать, лаша тытать. Ачисем канмалли куна кĕтсе лармаççĕ, эрне варринче те килсе пулăшса хăвараççĕ. Чăвашлăхшăн çунакан кинемей хăй мĕн пĕлнине çамрăксене вĕрентсе, кăтартса хăварма тăрăшать.
Ачисем хăйсем кăмăлланă ĕçре телей тупнă. Аслă ывăлĕ Валера БСМП общежитийĕнче склад заведующийĕ пулса тимлет. Иккĕмĕш хĕрĕ Рита Культура министерствин Чăваш патшалăх филармонийĕнче тĕп бухгалтерта тăрăшать. Кĕçĕн хĕрĕ Инесса – предприниматель. Шупашкарти ултă тĕп больницăна апат-çимĕçпе тивĕçтерсе тăрать.
Ачисен телейĕ – амăшĕн телейĕ, амăшĕн мăнаçлăхĕ вара – ачисем. Юратаççĕ, хисеплеççĕ, мухтанаççĕ ачисем Улька аппапа. Шупашкартан килсе каяссине çул вырăнне те хумаççĕ, пулăшсах тăраççĕ. Кашни çуралнă кунне вара урăхларах, асра юлмалларах туса пама тăрăшаççĕ.
"Анне пире пĕчĕк чухне чун ăшшине парнеленĕ, пирĕн те ăна каялла тавăрса парасчĕ. Унăн илемлĕ куçĕсем пире яланах ăшăтса, вăй-хăват парса тăччăр. Анне юнашар пулни питĕ пысăк телей. Эпир анне умĕнче яланах парăмра", – теççĕ ачисем.
Улька аппан аппăшĕсене Нинăпа Маняна та чĕререх тытса тăраççĕ, амăшне пăхнă пекех пулăшса, хавхалантарса тăраççĕ. Тăванлăх туйăмне упраса пурăнма тăрăшаççĕ.
Çеçпĕл ял тăрăхĕнче иртекен мероприятисенчен те айккине юлмаççĕ Улька аппан хĕрĕсем, яланах укçа-тенкĕпе, таварпа пулăшаççĕ. Акă, Çеçпĕл Мишши 113 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уявра Çеçпĕлти культура çуртне Инесса çĕнĕ купăс парнелерĕ. Хăйĕн ячĕпе икĕ стипендиата укçа парса хавхалантарчĕ.
Тăван çĕршыва, тăван халăха лайăх та сумлă ачасем ÿстерсе панăшăн тав тăвар Улька аппана. Кун-çулĕ вăрăм та телейлĕ, ватлăхĕ канлĕ пултăр, мĕн ĕмĕтленни çитсе пытăр. Пурнăç çулĕпе малалла та хавхаланса утма çирĕп сывлăх сунатпăр.
Ф.ИВАНОВА,
Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ.