23 ноября 2012 г.
Юн кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта çак темăсемпе калаçрĕç: "Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсем тата 2012 çулхи бюджечĕн политки", "Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикинче ял халăхне малтанхи медицина-санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен йышăннă Указ", "Табак туртассинчен асăрхаттармалли мерăсем". Халăхпа тĕл пулма Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ О.Марков, "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн пулăшуçи, Канашри "Акконд-хлеб" пĕрлĕхĕн директорĕ Н.Иванов, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В.Николаев, Шалти ĕçсен министерствин следстви управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ И.Афанасьев, Пĕтĕм Раççейри профсоюзсен Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Э.Иванов килчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх пĕрлехи информаци кунĕ район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнчи кÿртĕм инструктажран пуçланчĕ. Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ О.Марков, район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ Т.Смирнова, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова ял тăрăхĕсене тухса каякан ушкăнсен ертÿçисене темăсене ăнлантарнă чухне усă курма республикăпа тата районпа çыхăннă фактсене илсе кăтартрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов хуçалăх кĕнекисене мĕнле тултарса пынипе интересленме, ăшă парассипе çыхăннă ыйтусене тĕ-плĕнрех ăнлантарса пама ыйтрĕ.
Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен патшалăх учрежденийĕн Канаш хулипе районĕнчи пăхса тăракан пайĕн пуçлăхĕ А.Шакин ертсе пыракан ушкăн Ачча тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан М.Порфирьева информушкăнпа паллаштарчĕ, унăн членĕсене сăмах пачĕ. Александр Алексеевич Чăваш Республикин тата хамăр районăн социаллă пурнăçĕн тата экономика аталанăвĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, 2012 çулхи бюджет политики çинче чарăнса тăчĕ. Раççей Федерацийĕн вăтам кăтартăвĕсемпе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче Чăваш Енре промышленность, ял хуçалăх производстви, ваккăн сутмалли таварсен çаврăнăшĕ ÿснĕ, инфляци пĕчĕкрех. Çак тапхăрта промышленность таварĕсем кăларассипе пирĕн республика Раççейри ытти регионсем хушшинче малти ретре тăрать.
Районта кăçалхи 9 уйăхра ял хуçалăх продукцийĕ 1204 миллион тенкĕлĕх туса илнĕ, ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 103 процент шутланать. А.Шакин нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене, çĕрĕшнĕ çуртсенче пурăнакансене федерацин программипе килĕшÿллĕн пурăнмалли çуртпа е хваттерпе тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, цифрăсем илсе кăтартрĕ. Çавăн пекех вăл пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕ, итлекенсем панă ыйтусене хуравларĕ.
Хальхи вăхăтра республикăра 525 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет, вĕсенчен 223-ĕшне тĕпрен юсамалла. Пирĕн районти ялсенче сывлăх учрежденийĕсем 54. Килес çул 10 фельдшерпа акушер пунктне çĕнетме палăртнă.
Табак тĕтĕмĕ çын организмне мĕнле сиен кÿнине пĕлмен çын çук та пулĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерстви çумĕнче пирус туртассине хирĕç кĕрешме координаци канашĕ йĕркеленĕ. Министерствăсен, комитетсен, район тата хула администрацийĕсен çурчĕсенче сигарет туртма чарнă. Туртакансем валли ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ. Бюджетлă организацисенче те туртма чарас калаçу пырать. Республикăра пурăнакан халăхăн 80 проценчĕ обществăлла вырăнсенче туртнине хирĕç.
Пĕрлехи информаци кунне район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç.
В. АЧЧА.