21 ноября 2012 г.
Çул çитмен çамрăксене преступлени тăвасран асăрхаттарас, ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине тишкерес тĕллевпе республикăра, çав шутра пирĕн районта та, ноябрĕн 10-20-мĕшĕсенче "Ачасем тата çемье" акци иртрĕ. Мероприятие полици сотрудникĕсемпе пĕрле çул çитмен çамрăксен ыйтăвĕсемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссисен, опекăпа попечитель, социаллă хÿтлĕх, сывлăх сыхлав, вĕрентÿ, ĕçпе тивĕçтерекен органсемпе обществăлла организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.
Сывлăх сыхлав учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле ачасене ĕçке явăçтарас туртăмлă тата хăйсем эрех ĕçме кăмăллакан, ачисене воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшне тупса палăртрăмăр, вĕсене районти шалти ĕçсен пайĕнче учета илтĕмĕр. Хăйсен ирĕкĕпе килтен тухса кайса çапкаланса çÿрекен ачасене тупса палăртассипе те, вĕсене профилактика учрежденийĕсене вырнаçтарассипе те тивĕçлĕ мерăсем йышăнтăмăр. Районти полици органĕсенче учетра тăракан çул çитмен çамрăксене тата йĕркесĕр çемьесене вĕсем пурăнакан ялсене тухса тĕрĕслевсем ирттертĕмĕр.
Çакăн пек акцисем вăхăтĕнче кашнинче тенĕ пекех йывăр пурнăç условийĕсенче пурăнакан çамрăксем тĕл пулаççĕ. Чи малтанах, ачасем ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те амăшĕ çамрăклах ĕçкĕпе туслашнипе, хăйсем çине никам та тимлĕх уйăрманнипе йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ. Çитĕннисен юратăвĕ, хÿтлĕхĕ питех те кирлĕ тапхăрта çак ăшăлăха туймаççĕ, пулăшу кирлĕ чухне ăна кĕтсе илеймеççĕ. Ача чунĕ пĕчĕклех хуçăлать. Ачан çемьере воспитани илмелле, аслисенчен хăшĕ-пĕри вара çакна пачах та ăнланмасть.
Л.АНТОНОВА,
çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.