21 ноября 2012 г.
113 çул каялла чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шĕкĕр ялне çĕнĕ чун килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ăна Мишша тесе çыртарнă. Ун чухне çак ача ÿссе çитсен чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, хĕрÿ чĕреллĕ сăвăç пулса тăрасси, ахăртнех, никам пуçĕнче те пулман. Ун ячĕ вара Чăваш Енре кăна мар, Тутарстанра та, Украинăра та анлăн сарăлчĕ. Вăл çуралнă ял Çеçпĕл пулса тăчĕ. Эрне кун чаплă поэтăмăра халалласа пирĕн республикăри тата Украинăри вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç.
Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ комплексра йăлана кĕнĕ "Çеçпĕл йыхравĕ" фестиваль иртрĕ. Уява хăнасем нумаййăн килчĕç. Вĕсене Шăхасан вăтам шкулĕн кивĕ çурчĕ умĕнче ларакан Çеçпĕл палăкĕ умĕнче чăваш тумне тăхăннă Роман Николаевпа Настя Семенова çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă митингра Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ Михаил Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Константин Никоноров, Тутар Республикинчи Теччĕ районĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Радик Нургалиев, Чăваш наци конгресĕн членĕ, Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Анисия Игнатьева, Светлана Асаматпа Раиса Сарпи поэтессăсем тата ыттисем сăмах каларĕç. Тăххăрмĕш класра пĕлÿ илекен Диана Михайлова Çеçпĕл Мишшин "Йывăр шухăшсем" сăввине чуна хускатмалла вуларĕ. "Шĕкĕр" фольклор ансамблĕ халăхра анлă сарăлнă юрăсене шăрантарчĕ.
Хăнасем Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ класра йĕркеленĕ музейра пулчĕç. Кунти экспонатсемпе, стендсемпе музей ертÿçи Людмила Тарасова тата унăн вĕренекенĕ Настя Семенова паллаштарчĕç. Вĕсем каласа панине интересленсе итлерĕç, килен-каянсен кĕнекине тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç. Музейри ăшă калаçу вăхăтĕнче çĕнĕ хăнасем килсе çитрĕç: Теччĕ районĕн ĕç тăвакан комитечĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Юрий Сиякин, Теччĕри педагогика колледжĕн преподавателĕ Маргарита Адайгина, 10 студентран тăракан "Мерчен" чăваш вокал ансамблĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова, Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи, "Чăваш тĕнчи" хаçат редакторĕ Константин Портнов тата ыттисем.
Малалла уяв сăвăçăн тăван тăрăхĕнче – Çеçпĕл ялĕнче – тăсăлчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх чи малтан Çеçпĕл Мишшин музейĕнче пулчĕç. Каярахпа чаплă ентешĕмĕрĕн палăкĕ умне чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç, поэтăн тăван килĕ ларнă вырăна кайса курчĕç.
Ялти культура çуртĕнче хăнасене чăвашсен ырă йăлипе вырăнти "Кăвар чĕре" ансамбль илемлĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Часах "Çеçпĕл йыхравĕ" фестиваль пуçланчĕ. Ăна Константин Садюровпа Нина Парпалес вырăнти композитор Валентин Кузнецов Çеçпĕл Мишшин сăввипе кĕвĕленĕ "Чăваш ачине" юрра мăнаçлăн шăрантарнипе пуçланчĕ. Çак юрă чан сасси пек, гимн евĕр хăватлăн янăрарĕ. Сцена çине район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владислав Софроновпа Родион Мясников хăпарчĕç. Вĕсен сăмахĕсенче çак кун кашни чăвашшăн пысăк пĕл-терĕшлĕ, Çеçпĕл Мишши пурне те пĕрлештерсе тăни, унăн çулăмлă хайлавĕсем пире вăй-хăват, шанăç пани, тăван чĕлхене юратма вĕрентни, Çеçпĕл чăваш халăхĕн кун-çулне яланлăхах кĕрсе юлни, унăн ячĕ нихăçан та манăçа тухманни яр уççăн палăрчĕ. Канаш çыннисем хăйсен паллă поэчĕпе мухтанаççĕ, вăл Канаш çĕрне ĕмĕрлĕхех чапа кăларчĕ. Радик Нургалиев Теччĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн Валерий Чершинцевăн саламне фестивале килнисем патне çитерчĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ.
Тухса калаçакансем татах та пулчĕç: Шупашкартан, Тутарстанран килнĕ хăнасем, поэт ентешĕсем, шкул ачисем. Концерт программине районти шкул ачисен, районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем", Теччĕри педагогика колледжĕнчи "Мерчен", Çеçпĕлти "Кăвар чĕре", Катекри "Шевле" ансамбльсен пултарулăхĕ хăйне евĕрлĕ илем кĕртрĕ. Светлана Асаматпа Раиса Сарпи Çеçпĕле халалланă сăввисене вуларĕç.
В.АЧЧА.