АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унра ĕмĕрхи истори упранать

21 ноября 2012 г.

Чăваш халăхĕн чаплă профессорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Иванович Егоров чылай çул каялла пирĕн хаçатра "Вăрăм тăрăхĕн вăрăм ĕмĕрĕ" ятлă питех те кăсăклă историллĕ тĕпчев ĕçĕ пичетлесе кăларнăччĕ. Иккен, Вăрăм тăрăхĕн ĕмĕрĕ кăна мар вăрăм, çак юхан шыв хăй ку таврашра пурăнакансене вăрăм кун-çул парнелет. Акă, сăмахран, кăçал Яманкасси ялĕнче пурăнакан Татьяна Гавриловна Гавриловăпа Маякра пурăнакан Мария Николаевна Кади 104 çул тултарчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те Сиккассинче çуралса ÿснĕ пулнă. Унччен маларах Кашкăрçырминче ĕмĕр ĕмĕрленĕ Мария Афанасьевна Афанасьева 104 çула çитсе çĕре кĕнĕччĕ. Вăл Яманкасси хĕрĕ пулнă. Унсăр пуçне тата пĕр ĕмĕрхи тапхăра кăшт кăна пурăнса çитейменнисем мĕн чухлĕн пулнă ку тăрăхра. Каллех аса илер-ха: Яманкассинчи Антон Никифорович Никифоров 96 çула çитсен, Анастасия Дмитриевна Мурзукова (Сиккассинчен пулнă) 94 çула çитсен, Ираида Григорьевна Григорьева 92-е çитсен пурнăçран уйрăлчĕç. Тата та пур-ха, пурне те астумастпăр çеç. Вĕсем, ĕлĕкхи çынсем, мĕн ачаран йывăр ĕçре пиçĕхнĕ, пурнăçне те йывăр ĕçре ирттернĕскерсем, ватăлсан та питĕ правурччĕ, пĕр саманта та усăсăр ирттерес темен.

Çак кунсенче Сиккасси ялĕнче пурăнакан Нина Прокопьевна Шемякова хăйĕн чăн-чăн сумлă юбилейне паллă турĕ – 100 çул тултарчĕ. Мĕн кăна курман- тăр вăл ĕмĕрĕн сарлака сакки çинче; Çак тапхăрта самана, пурнăç мĕн тĕрлĕ кăна ылмашăнман-ши тата; Савăнăç-хурлăха, телей-асапа тÿссе ирттернĕ.

Нина Прокопьевна 1912 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Çĕршывра революци пăтравĕ пулнă вăхăтра вăл пиллĕкри ача, граждан вăрçи кĕрленĕ çулсенче – 9-10-ри хĕрача, колхозсем йĕркеленнĕ йывăр çулсенче пĕве кĕнĕ хĕр пулнă. Харсăр та правур, илемлĕ хĕре кÿршĕ ял каччи çуллахи вăхăтра вăййа тухсан асăрхамасăр тăма пултарайман. 1931 çулта Петр Егоровичпа Нина Прокопьевна пĕрлешсе Сиккассинче çĕнĕ çемье чăмăртанă. Мăшăр тăхăр ачана çутă кун пилленĕ, ăс парса ÿстернĕ. Паян, шел те, вĕсенчен тăваттăшĕ тăван-пĕтенĕ хушшинче çук. Нина Прокопьевнăн вун виçĕ мăнук, вун ултă кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем парнеленĕ тата вун ултă мăнук, кусем вара ватă асламăш-кукамăшне тата икĕ мăнукпа савăнтарнă.

Юбилярăн мăшăрĕ Петр Егорович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ пулнă. Вăрçă пуçланиччен виçĕ çул малтан салтак службинче тăнăскер, тăшман тапăнса килсен юлташĕсемпе пĕрле çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Вăрçă çулĕпе Мускавран пуçласа Эльба юхан шывĕ таран утса тухнă, Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Япони самурайĕсене хирĕç çапăçнă. Çапла вара Петр Егорович сакăр çултан тин тăван тăрăха çаврăнса çитнĕ. 1988 çулта 75 çула çитсен пурнăçран уйрăлса кайнă. Вăрçă суранĕсем те хăйсем çинчен тăтăшах аса илтернĕ ĕнтĕ паттăр фронтовика.

Нина Прокопьевна ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. "Çулла ял-йышпа пĕрле уй-хирте ĕçленĕ, пахча çимĕç ÿстернĕ, тыр-пул çитĕнтернĕ, кĕркунне вĕсене типтерлĕн пухса кĕртессишĕн вăй хунă. Хама аван туятăп. Ним пирки те ÿпкелешместĕп. Урасем кăна йывăрланчĕç, хăлхасем пăлахая пересшĕн", – терĕ кинемей хăйне саламлама килнĕ çынсене. Ĕç ветеранĕ, салтак арăмĕ Лида ятлă хĕрĕн çемйипе пурăнать. Кунта ăна пурте юратса пăхаççĕ, кирлĕ пек тимлĕх уйăраççĕ. Тепĕр икĕ хĕрĕ Ольгăпа Мария та Сиккассинчех тĕпленнĕ. Роза Çăлпуçĕнче пурăнать. Пурте ялтах пулнăран амăшĕ патне килсех тăраççĕ. Нина Прокопьевнăн ачисем хăйсем те тахçанах асанне-кукамай, ватă кукамай ята илтнĕ пулин те, çав тери сăпайлă, тирпейлĕ, ял-йышра хисеплĕ çынсем. Ялан ĕçлĕ пулнăран, эрех-сăрапа нихăçан та туслашманран пулĕ Ольга Петровна та, Лидия Петровна та, Мария Петровна та, Роза Петровна та хăйсен ÿсĕмĕнчен чылай çамрăк курăнаççĕ. Кашнийĕнех хăтлă та капăр кил-çурт. Ĕçченлĕхĕ пирки, паллах, калама та кирлĕ мар, пĕр улми те йывăççинчен аякка ÿкмен, пурте правур. Нина Прокопьевна мăнукĕсемпе те тивĕçлипе мухтанма пултарать. Вĕсен йышĕнче тем тĕрлĕ професси çынни те пурри куç кĕрет. Акă, сăмахран, хам пĕлекен пĕр мăнукне кăна асăнам-ха. Любовь Ивановна Фадеева (Мария Петровнăн хĕрĕ) Канашри 5-мĕш вăтам шкулта нумайранпа ачасене биологи предметне вĕрентет. Педагогсен канашлăвĕсенче унăн ятне тăтăшах ырăпа асăнаççĕ. Вăл республикăри, Раççейри конкурссенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Тепĕр мăнукĕ те, Эльвира Петровна Прокопьева (Лидия Петровнăн хĕрĕ), çак шкултах ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн чылайранпа тăрăшать.

Хисеплĕ кинемее юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Васильевич Софронов, хулапа районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕн çумĕ Эльвира Васильевна Яковлева, Сиккасси ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ Людмила Николаевна Мурзукова, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Виталий Иванович Миттов, вырăнти культура çурчĕ çумĕнчи "Салам" фольклор ансамблĕ киле килсе ăшă сăмахсемпе, хаваслă юрă-кĕвĕпе саламларĕç, парнесем пачĕç. Кашниех вĕсем Нина Прокопьевнăна, унăн ачисен çемйисене Турă панă кун-çулпа хавхаланса пурăнма сывлăх, лăпкăлăх, канлĕх тата, паллах, телей сунчĕç.

Вăрăм тăрăхĕн сиплĕ сывлăшĕ, илемлĕ çут çанталăкĕ сире малашне те вăй парса тăтăр. Пурăнăр-ха, Нина Прокопьевна, хăвăр çуратнă йăхăн çамрăк ăрăвĕ сирĕн халалăра тивĕçлĕн пурнăçланипе савăнса. Çамрăксене питĕ кирлĕ эсир, сирте ĕмĕрхи истори упранать.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика