АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак ятне çамрăкран упрĕç

21 ноября 2012 г.

Пĕтĕм Раççейри призывниксен кунне 1992 çултанпа çулсерен паллă тăваççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин ят-сумне ÿстересси, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси. Официаллă чĕлхепе каласан, призывник тесе саккунпа çар службине тивĕçлĕ 18-27 çулти арçынна калаççĕ.

Çак куна халалласа Чăваш Республикин çамрăксене çара кайма хатĕрлекен центрĕнче салтака кайма ят тухнисене Раççей Федерацийĕн федераллă хурал службин Мускаври Кремль комендатурин Президент полкне Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама ăсатмашкăн савăнăçлă йăла ирттерчĕç. Ăна "Пире Раççее хÿтĕлеме шаннă!" девизпа йĕркелерĕç. Элитлă чаçе кайма пирĕн республикăран 15 çамрăк тивĕç пулнă. Унта лекме вара кандидатурăсен конкурсĕ самаях пысăк: вăй-халпа сывлăх, кăмăл-сипетпе психологи енчен çирĕп, яштака пÿ-силлĕ, лайăх йăхран пулмалла, шкулта лайăх вĕренни кирлĕ. Сăн-питне те, çÿллĕшне те пăхаççĕ. Каччăсем "пурнăçăн çакăн евĕрлĕ путевки" пысăк пĕлтерĕшлĕ, Президент полкĕнчи служба вĕсен биографийĕн чаплă страници пулса юлнине питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Ăсату программине ертсе пыракансем хаклă хăнасемпе паллаштарчĕç. Салтак тумĕ тăхăннă каччăсене телейлĕ çул, çар вĕренĕвĕнче çитĕнÿсем сунакансен йышĕнче – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин, федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, юстици министрĕ, резервлă призыв комиссийĕн председателĕ Надежда Прокопьева, республикăн çар комиссарĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Сергей Козюра, Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Оксана Ефремова, Чăваш Енĕн обществăлла палатин членĕ, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников, Канашпа Тăвай епархийĕн управляющийĕ Стефан, Александр Ермолаевпа Александр Сидоров протоиерейсем, призывниксен ашшĕ-амăшĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Афганистанра тата Чечняри событисене хутшăннисем, кадетсем тата ытти сумлă хăна.

Зала çулталăк каялла Президент полкне салтак тивĕçне пурнăçлама янă каччăсен ушкăнĕ строй уттипе кĕчĕ. Ушкăн ертÿçи Сергей Миронов Министрсен Кабинечĕн председательне Иван Моторина хăйсем службăра тăнă вăхăтра чăваш ятне яманнине, вĕсем вырăнне каякансем ырă йăлана малалла тăсасса шаннине пĕлтерчĕ. Иван Борисович тăван тăрăха ырă ятпа килнĕшĕн тав турĕ.

– Тăван çĕршыва чыслăн тата тивĕçлĕн хÿтĕлĕр. Эсир Чăваш Республикин призывникĕ пулнине ялан асра тытăр, – терĕ кăçал салтака кайма ят тухнисене.

Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн халалне тата кĕсье телефонĕ пачĕ. Çак парне салтак ятне илтнисемшĕн питех те вырăнлă пулни каламасăрах паллă. Çамрăксене федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Геннадий Федоровпа республикăн çар комиссарĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Сергей Козюра ыррине кăна сунчĕç, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни арçыннăн таса тивĕçĕ, çар вăл чăн-чăн пурнăç шкулĕ пулнине аса илтерчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Хулари 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулти çамрăк армеецсен ушкăнĕ республикăри çар комиссариачĕн Канашри пуçтарăну пункчĕ çумĕнче ларакан Салтак палăкĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕ.

Вăрçă ветеранĕ Вячеслав Калинкин инçе çула пуçтарăннă каччăсене салтак чысне çамрăкран упрама хушрĕ, фронтри хăш-пĕр самантсене аса илчĕ. Çар ретне тăма хатĕрленнĕ Викторăн ашшĕ Константин Орлов салтак тумĕ тăхăннă йĕкĕтсене çар пурнăçĕн тĕрĕслевĕ витĕр чыслăн тухма, ашшĕсенчен, аслашшĕсенчен, кукашшĕсенчен ырă тĕслĕх илме сĕнчĕ. Çĕмĕрле тăрăхĕн çамрăкĕ Николай Круглов Президент полкне лекнĕшĕн çав тери хĕпĕртенине, чăвашран кайнă каччăсем аслисен шанăçне тÿрре кăларасса пĕлтерчĕ.

Çар тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçлакансем хушшинче пирĕн районтан та пурри савăнтарать. Вĕсем – Катекри Александр Смолов тата Иккĕмĕш Хурамалти Владимир Федотов. Яшсем хăйсене элитлă чаçе суйласа илнине телей вырăннех хураççĕ. Кÿршĕ Тăвай районĕн каччи Алексей Гурьев та çĕнĕ юлташĕсен шухăшне çирĕплетрĕ.

Савăнăçлă мероприяти хыççăн граждансене çар службине хатĕрлес ыйтусемпе ведомствăсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта 2012 çулхи кĕрхи призывпа çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика