21 ноября 2012 г.
Энтриялĕнчи культура çуртĕнче "Волонтерсен 2012 çулхи чи лайăх отрячĕ" конкурс иртнĕ. Чи малтанах вĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова саламланă, пултарулăх тупăшăвĕнче ăнăçу суннă, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче вĕренекен 5 ачана волонтерсен билетне панă.
Отрядсем хăйсем мĕн пултарнине пĕтĕмпех кăтартнă. Чи хастарри, маттурри, пултарулли Шуркасси вăтам шкулĕн "Çамрăклăх" отрячĕ пулнă. Иккĕмĕш вырăна Вырăскас Пикших шкулĕн "Энерджайзерĕ" çĕнсе илнĕ, виççĕмĕшне Катек вăтам шкулĕн "Ырă ĕç тăваканĕсем". Малти виçĕ вырăна йышăннă отрядсене дипломсем тата цифрăллă фотоаппаратсем панă. Конкурсра палăрнă ытти отрядсене те парнесемпе тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă.
В.АЧЧА.