21 ноября 2012 г.
Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки пуçарнипе юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа чÿкĕн 10-мĕшĕччен республикăри библиотекăсемпе шкулсенче "Пăтранчăк вăхăт тата 1812 çулхи Аслă вăрçă" темăпа "Ăслăскерсем" ятпа ăс-хакăлтан килекен вăйă ирттернĕ. Унта 13-17 çулсенчи 800 яхăн ача хутшăннă.
Вăййăн пĕрремĕш тапхăрĕнче ачасен "Алфавита" шутлама тивнĕ – вĕсем историн 30 терминне ăнлантарса панă. Çак тапхăрăн кăтартăвĕсем тăрăх чи лайăх, тĕрĕс хурав панă 10 вăйăç иккĕмĕш тапхăра тухнă. Икĕ тапхăр кăтартăвĕсем тăрăх виççĕн малтисем пулса тăнă. Вĕсене "Ăслăскер" орден панă. Хĕрлĕ сукмак çинче пĕрре те йăнăшмалла мар, сарри çинчи виçĕ ыйтуран пĕринче йăнăшма пултарнă, симĕсси çинчине тăватă ыйту панă, иккĕшне тăрăс хурав парсан малалла кайнă. Çапла майпа 32 çĕнтерÿçе палăртнă. Вĕсен хушшинче – Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн 9-мĕш класра вĕренекенĕ Наташа Иванова тата хулари 6-мĕш вăтам шкул воспитанникĕ Катя Митрофанова, вăл та 9-мĕш класра вĕренет.
Пултаруллă хĕрсене вĕрентекенĕсем, пĕрле вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ ăшшăн саламланă, малашне те ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх суннă.
А.ВИТАЛЬЕВ.