АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунĕпе çирĕп

21 ноября 2012 г.

Катек ялĕнче пурăнакан А.Андреева 90 урлă каçрĕ. Юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, Ачча ял тăрăхĕн специалисчĕ М.Порфирьева, Канаш хулипе районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ В.Ильина, çывăх çыннисемпе тăванĕсем ăшшăн саламларĕç, чечек çыххисем, парнесем пачĕç. Çепĕç те ăшă сăмахсем мĕн чухлĕ пулчĕç тата!

Анисия Сергеевна ватлăха пăхмасăр чун çирĕплĕхне çухатма шутламасть. Тăванĕсемпе пĕрле пур кăмăлтан хăй юратакан чăваш юррисене юрларĕ. Пурнăçри йывăрлăхсем унăн кăмăлне хуçман-ха. Мăкăр ялĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Вăрçăн хаяр çулĕсене чăтса ирттернĕ. Мĕн ватăличчен колхозра вăй хунă. Кÿршĕ ялти нумай ачаллă, арăмне çухатнă М.Андреева качча тухнă. Макар Андреевич ял Совет председателĕнче ĕçленĕ. Анисия Сергеевна пилĕк ачана хăйĕнни пек пăхса ÿстернĕ.

1975 çулта вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă Макар Андреевич пурнăçран уйрăлнă. Тăватă çултан тăван мар ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Лида кинĕ икĕ ачипе Анисия Сергеевнăпа пурăнма тытăннă. Вăл – 90 çулти ветераншăн пурнăç тăревĕ. Хисеплĕ ватăн 10 мăнук тата 12 кĕçĕн мăнук.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика