АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах бюджет çинчен пычĕ

21 ноября 2012 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн XXIII ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ-Пуху председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ултă ыйтăва пăхса тухрĕç.

Районăн 2013 çулхи бюджечĕ тата 2014-2015 çулсене планланă тапхăр çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Бюджет проекчĕн экспертизин кăтартăвĕсем çинчен районăн тĕрĕслевпе шутлав органĕн председателĕ В.Салдаев каласа пачĕ. Пуху йышăнăвĕ 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Депутатсем районăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртрĕç.

Район пурлăхĕ шутланакан çĕр лаптăкĕсене арендăна панипе вырăнти бюджета мĕн чухлĕ тупăш кĕнине тĕрĕслесе тăма (К 3) коэффициента тата район пурлăхне Раççей Федерацийĕн пурлăхне кĕртме тăратнă куçăмлă пурлăхсен списокне çирĕплетрĕç.

Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова район депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнче Çамрăксен парламенчĕ йĕркелесси пирки сăмах каларĕ. Депутатсем сĕнĕве тĕпе хурса тивĕçлĕ йышăну кăларчĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика