29 марта 2013 г.
ООН Генеральнăй Ассамблеин ятарлă резолюцийĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи пуш уйăхĕн 21-мĕшне Пĕтĕм халăхсем хушшинчи вăрман кунĕ тесе йышăннă. Резолюцинче çавăн пекех халăха вăрман, кашни уйрăм йывăç çинчен тĕплĕн каласа кăтартма тата вĕсен çут çанталăкри пĕлтерĕшне тивĕçлĕн уçăмлатма палăртса хăварнă.
Çÿлерех асăннă тĕл-левлĕ куна халалласа вăрманпа çыхăннă ятарлă мероприятисем ирттерме йышăннă. Республикăри обществăлла çамрăксен экологи юхăмĕ тата "Присурский" Патшалăх çут çанталăк заповедникĕ шкулти лесничество членĕсене "С зеленой лозой - лес стеной!" акци йĕркелесе ирттерме сĕнеççĕ.
Çак акцие ирттернĕ чухне хăва çемйинчи йывăçсене усă курма палăртнă. Ку ушкăна тирек, йăмра, хăва тата ыттисем кĕреççĕ. Çÿлерех асăннă йывăçсем нÿрĕ вырăнта ÿсеççĕ, хăйсен тымарĕсемпе çырансене çирĕплетме, кÿлĕри шыва тĕрлĕрен сиенлĕ хутăшсенчен тасатма пулăшаççĕ.
Эколог аллинче хăва çемйин ушкăнне кĕрекен йывăçсем тăван тавралăха "сиплемелли" ятарлă хатĕрсем пулса тăраççĕ. Пирĕн ватă асаттесем çакна лайăх пĕлнĕ, ахальтен мар вĕсем ишĕлекен çыран хĕррисене йывăçсем лартса çирĕплетнĕ. Чăвашсем йăмра тата хăва йывăççисене уйрăмах кăмăлланă.
Хунавсене хальтерех, папак сарăлма тытăниччен, хатĕрлеме тытăнмалла. Йывăçа каснă чухне тункатине çĕр çумĕнчен 20 сантиметртан кая мар хăвармалла, кун пек чухне йывăçăн тепĕр хут хунаса кайма май пулать. Хулăсем хатĕрленĕ чухне вĕсене вичкĕн çĕçĕпе е ятарлă хатĕрпе касса илмелле, хуппине сиенлетмелле мар. Лартма хатĕрленĕ хунав тăршшĕ – 20-25 сантиметр, ун çинче 7-8 папкаран кая мар пулмалла. Хатĕр хунавсене лартмалли вăхăт çитиччен лакăмсенче юрпа, пăчкă кĕрпипе витсе упрамалла.
Хунавсене юр кайсанах лартма тытăнмалла. Çак тĕллевпе кĕреçепе çĕр çинче çурăк тумалла, унта пулас йывăçа вырнаçтармалла. Хунавсем лайăх вăй илсе кайччăр тесен пĕрремĕш çулхине çĕре кăпкалатса тăни вырăнлă. Лартнă йывăçсем ÿсме тытăнсан ишĕлме пуçланă çырансем юсаннипе пĕрлех таврана ешĕл сăн та çапĕ. Çавăнпа та çак пĕлтерĕшлĕ ĕçрен пăрăнса ан юлăр.
И.ФЕДОРОВ,
вăрмансене çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженер.