29 марта 2013 г.
Çуркуннехи пĕрремĕш уйăх вĕçне çитрĕмĕр пулин те çанталăк çурхи ĕçне кÿлĕнме васкамасть-ха. Мĕн кăна кăтартмарĕ ку пуш: малтанах тăман вĕçтерсе юр тултарса лартрĕ, унтан сивĕтсе пăхас терĕ курăнать, нумай та шутласа тăмарĕ – çумăр çутарса шыв айне тума хăтланчĕ. Ĕнер кăна-ха кунĕпе куç курми тăман вĕçтерчĕ, каçхине йĕпхÿ пĕрĕхтерсе çулсене пăрлантарса лартрĕ.
Эпир ăшă кĕтетпĕр-ха та, çанталăк хăйĕнне пĕлет. Унăн пăтăрмахĕсене тĕрĕс-тĕкел тÿссе ирттерме яланах хатĕр пулмалла. Юр ирĕлме пуçласан таврана шыв илессинчен асăрханас тĕлĕшпе районти кашни ял тăрăхĕнчен тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Çак ыйту тавра пулчĕ те шыв-шура хирĕç кĕрешмелли районти комисси ларăвĕнче калаçу. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – комиссии председателĕ Анатолий Егоров йĕркелесе пычĕ.
Райадминистрацин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Виктор Федоров шыв-шур тапхăрне аварисĕр ирттерсе ямалли мероприятисен йĕркипе паллаштарчĕ. Юр ирĕлме пуçличчен асфальт çул хĕррисене канав чавса тухмалла, унсăрăн шыв юххи çула ватса хăварать. Çавăн пекех çулсем çинчи шыв юхма вырнаçтарса хăварнă пăрăхсене те тасатса ямалла, унсăрăн шыв капланса ларса тавралла сарăлать, çынсене самаях шар кăтартма пултарать.
"Хăйсен балансĕ çинче гидротехника сооруженийĕсем пур хуçалăхсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен шыв-шур вăхăтĕнче объектсем çинче талăкĕпех дежурство йĕркелемелле, ку енĕпе яваплă çынсене çирĕплетмелле. Масарсене (выльăх масарĕсене те) шыв илесрен асăрхаса тăмалла, унсăрăн тĕрлĕ чир-чĕр сарăлас хăрушлăх пур", – терĕ В.Федоров.
"Чăвашавтодор" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри уйрăмĕн директорĕн çумĕ Владимир Федоров автоçулсем çинчи шыв пăрăхĕсем çанталăк ăшăтса-сивĕтсе тăнă вăхăтра пăрпа тулса ларасран тăтăшах тĕрĕслесе тăнине пĕлтерчĕ. Ку енĕпе ятарлă бригада йĕркеленĕ. Вăл кашни кунах "Чăвашавтодор" предприяти пăхса тăракан çулсем çинче рейд ирттерет. Чул, хăйăр саппасĕ çителĕклĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен йывăр грузлă транспорт хатĕрĕсене çÿ-реме чараççĕ, ятарлă çул паллисене хатĕрленĕ.
Çанталăк ăшăтсан нумай хутлă çуртсен тăррисенчен юр шуса анса, пăр катрамĕсем катăлса ÿксе иртен-çÿрене инкек кÿрес хăрушлăх пысăк. Нумай хутлă çуртсем ытларах Шăхасанта вырнаçнă. "Промремстрой" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Сергей Иванов пĕлтернĕ тăрăх, çуртсен тăррисенчен çакăнса тăракан пăрсене тасатма, юрсене антарма виçшер çынран тăракан бригадăсем йĕркеленĕ. Вĕсем кунне виçĕ хутчен хăйсен участокĕсенче лару-тăрăва, унсăр пуçне çуртсен тăррисен конструкцийĕсене те тĕрĕс-леççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЖКХ тытăмĕнче ĕçлекенсене хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама чĕнсе каланăччĕ. Унсăр пуçне кашни çыннăн ку тĕлĕшпе тимлĕ, асăрхануллă пулмалла.
Çÿлерех асăннă ĕçсене вырăнта мĕнле туса пыни çинчен Карăклă, Сиккасси, Энтрияль, Асхва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Евгений Козлов, Наталия Вазинге, Анатолий Михайлов, Сергей Иванов калаçрĕç. Кашни ял тăрăхĕнчех шыв-шур тапхăрне инкексĕр ирттерсе ярас тĕллевпе комисси йĕркеленĕ.
Райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Олег Егоров халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттересси, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан ун çинчен халăха пĕлтермелли системăна çирĕплетесси çинчен асăрхаттарса каларĕ.
Пирĕн шăпа çут çанталăк аллинче тетпĕр пулин те, хамăрăн та унпа асăрхануллă, типтерлĕ пулмалла.
И.ВЛАДИМИРОВА.