29 марта 2013 г.
"Çын шăпи çут çанталăк аллинче", – теççĕ халăхра. Чăнахах та, çут çанталăкпа этем пĕр пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Тăван тавралăх вăрттăнлăхĕсене уçса палăртас тĕллевпе çынсем чылай чухне çут çанталăка тÿрленми сиен кÿреççĕ. Çак ыйту хальхи вăхăтра уйрăмах çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен паянхи çăмăлттайлăхшăн малашлăхра хамăрăнах явап тытма тивет-çке.
Тăван тавралăха упрассипе çыхăннă ыйту вăрманçăсемшĕн уйрăмах çывăх. Çут çанталăкăн экологи лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе вĕсем çулсерен пиншер гектар йывăç лартаççĕ, хунавсене пăхса çитĕнтернипе пĕрлех саккуна пăсса вăрман касакансемпе те кĕрешеççĕ. Çут çанталăк "ÿпки" тулли кăкăрпа сывлатăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
Редакцин паянхи хăни – Сиккассинчи участокри лесничествăн лесничийĕ Н.Мурашкин. Николай Александрович асăннă лесничествăра 1990 çултанпа тăрăшать, малтанлăха мастерта ĕçленĕ, унтан лесничий пулăшуçи пулнă. Вăл Йошкар-Олари политехника институчĕн вăрман хуçалăх факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
– Сиккассинчи участокри лесничество 10333 гектар йышăнать, ун шутне унчченхи колхоз вăрманĕсене те кĕртнĕ. Çак лаптăк Тăвай тата Канаш районĕсенче вырнаçнă. Хамăр участокри вăрмансене çĕнетсе тăрас тĕллевпе çулсерен 3 гектартан кая мар йывăç лартатпăр. Çавăн пекех ăвăссене хăйсене хунаса тухма вăрманта 10 гектар лаптăк уйăрса хăваратпăр. Лартнă йывăçсем пурте пĕр харăс вăй илсе каяймаççĕ, паллах, хăшĕ-пĕри шăрăхпа çунса каять, выльăх çисе кайни те пулать... Çакăн пек "виле" хунавсене çулсерен 15-шер гектар çинче çĕнетсе тăратпăр. Çамрăк хунавсене курăк пусса илесрен çумлаççĕ, çак лаптăк çулсерен 40-шер гектарпа танлашать.
– Николай Александрович, вăрмансене çĕнетсе тăма хунавсем кирлĕ, ку енĕпе йывăрлăхсем çук-и;
– Пирĕн участокри лесничество çумĕнче ятарлă питомник пур, вăл 11,7 гектар йышăнать. Унта çитĕнтерекен тĕрлĕрен йывăç хунавĕ хамăр лесничество тытăмĕнче тăракан вăрмансене çĕнетсе пыма кăна мар, ытти лесничествăсене тивĕçтерсе тăма та çитет. Кăçал çуркунне хыр (пилĕк сотăй), чăрăш (виçĕ сотăй), лиственница (3 сотăй) акма палăртатпăр. Кĕркунне çăка (15 сотăй) тата хурăн (4 сотăй) акса хăвартăмăр. Çулсерен 7 гектар хура пус сухаласа тăратпăр. Питомникре тăватă çын тăрăшать, вĕсем сезон мелĕпе ĕçлеççĕ. Йăрансене çум курăкран тасатса тăраççĕ, шăтма хатĕрленекен хунавсене шăрăх çунтарса ярасран пăчкă кĕрпипе тата щитсемпе витеççĕ.
– Питомникре хунавсем çитĕнтерме йывăç вăррисене ăçтан тупатăр;
– Йывăç вăррисене вăрман ĕçченĕсем пуçтарса хатĕрлеççĕ. Çулсерен 150 кг чăрăш, 550 кг – хыр, 150 кг – лиственница, 250 кг юман йĕкелĕ тата 200 кг хурăн вăрри пуçтарăнать. Паха вăрлăх хатĕрлемешкĕн питомник çумĕнче ятарласа 10 гектар лиственница лартса çитĕнтернĕ (Чăваш Енре çакăн евĕр пĕртен пĕр лаптăк).
– Хальхи вăхăтра мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр;
– "Çунатлă туссене" кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Кăçал шăнкăрчсем валли 40 вĕлле ăсталарăмăр, пĕлтĕр 80 "çурт" тунăччĕ. Çавăн пекех унччен маларах çакнă вĕллесене йывăçсем çинчен антарса тасататпăр. Çулсем хĕрринчи аншлагсене çĕнетессипе те ĕçлетпĕр. Юр ирĕлсе пĕтсессĕнех беседкăсене юсама тытăнăпăр. Кану вырăнĕсем таса тата илĕртÿллĕ пулсан çынсем уявсене ирттерме ятарласа уçланкăсем шыраса çÿремĕç, çакă вăрмансене вут-кăвартан сыхлама пулăшать. Вăрманта инкек сиксе тухассине сирсе ярас тĕллевпех çулсерен 6-шар километр минполосасем тăватпăр, маларах туса хатĕрленисене 12 км тăршшĕ çĕнететпĕр.
Тăван тавралăх еплерех пуласси хамăртан килет. Ăçта килнĕ унта çÿп-çап пăрахса вараламасан, çулсерен йывăç-хунав лартса çитĕнтерсен çут çанталăк пире анчах мар, çитĕнекен ăрăва та хăйĕн илемĕпе тыткăнлĕ, ырă тунишĕн ырăпа тавăрĕ.
А.МЯСНИКОВ
калаçнă.