29 марта 2013 г.
Республикăн Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 27-мĕшĕччен районта "Полици тата ачасем" уйăхлăх иртнĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ, паллах, ачасем саккуна хирĕçле ĕçсем тăвассине профилактикăласси, вĕсене саккунсене ăнлантарса парасси.
Çак тапхăрта вĕрентÿ учрежденийĕсенче саккунпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти, ăнлантару урокĕсем, "çавра сĕтелсем" ирттернĕ. Полици сотрудникĕсем ачасене административлă, уголовлă кодекссенчи саккунсен статйисене ăнлантарса панă. Вăл е ку преступленишĕн мĕнле айăплав пулма пултарни çинчен каланă.
Акци мĕнле иртнине райадминистрацин çул çитменнисен прависене хÿтĕлекен комиссин ларăвĕнче тишкернĕ.
Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 33 шкулта 3644 ача вĕренет. Уйăхлăх вăхăтĕнче шкулсенчи тĕл пулусемсĕр пуçне йĕрке хуралçисем шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çемьесемпе, преступлени тăвас туртăм пур ачасемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçнă, рейдсем вăхăтĕнче вĕсене пурăнакан, вĕренекен вырăна тухса тĕрĕсленĕ.
Л.АНТОНОВА,
çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.