АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачан çемье ăшшине туйса ÿсмелле

29 марта 2013 г.

Иртнĕ эрнере район администрацийĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси районти шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çул çитмен çамрăксене, вĕсен ашшĕ-амăшне, тĕрлĕ структурăпа подразделени представителĕсене пуçтарчĕ. Çакăн пек анлă канашлăва кашни çулах йĕркелеççĕ. Пурнăç пуçламăшĕнчех йăнăш утăм тунă çамрăксене тÿрленме пулăшас, хăйсене хисеплеме хăнăхтарас, аслисен ырă тĕслĕхне курса лайăх еннелле туртăнма хистес тесе ирттереççĕ те ĕнтĕ кунашкал тĕл пулăва. Чăнах та, мĕн илтни, курнине ăса хывса мĕн пур йышран иккĕш-виççĕш тĕрĕс çул çине тăрсан та çав тери аванччĕ.

Районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен аслă инспектор Любовь Антонова ачасем тунă преступленисем çинче чарăнса тăчĕ. Шел те, ачасем саккуна пăснă тĕслĕхсем юлашки çулсенче йышланса пыраççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме мĕн чухлĕ май туса параççĕ аслисем. Преступлени тума вăхăт ан пултăр тесен ачана ĕçпе тивĕçтермелле: кружок, секци, килти ĕç. Шкулсенче, чăн та, мĕн тĕрлĕ кружок çук пуль, хăть алă ĕçне хăнăх, хăть поэзие тĕплĕнрех шĕкĕлче, спорт залĕсен алăкĕсем мĕн çĕрлечченех уçă. Спортăн кирек хăш тĕсĕпе туслаш – никам та хуса кăларса ямасть. Ман шутпа, кирек хăш арçын ачан та спортпа туслă, тĕреклĕ хул-çурăмлă пулма тăрăшмалла. Çирĕп каччăсем çине пăхма та кăмăллă-çке.

Ача чухне хăвăртрах çитĕнес килни ытларах ура хурать çав. Пирус туртни, сăра е эрех ĕçни хăйсене "чăнкă" кăтартаççĕ тесе шутлаççĕ-ха та çул çитменнисем. Аслисем хăйсемпе пĕрле усал ĕç тума явăçтарсан е хушсан хăйсене паттăрлăх кăтартнă пекех туяççĕ. Кун пек лару-тăрăва нумай чухне килти йывăр условисенче пурăнакан ачасем лекеççĕ. Мĕншĕн; Ара вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ. Ĕçкĕпе туслашнă ашшĕ-амăшне кирлех те мар вĕсем, çитĕннисен ача шухăшĕ мар, вĕсен ăçтан та пулин мĕн те пулин тупса ĕçесси. Ача апат çинĕ-и, шкулта мĕнле ĕлкĕрсе пырать, тантăшĕсем кÿрентермеççĕ-и, мĕн пăшăрхантарать, канăç памасть е савăнтарать – ку шухăш ÿсĕр ашшĕ-амăшĕн асĕнче çук. Психика çирĕпленсе çитмен çамрăкăн кăмăлĕ хуçăлчĕ те, вăл хăйне ăнланакана е хĕрхенме пултаракана айккинче шырама пуçлать, анчах нумай чухне усал аллине кĕрсе ÿкет.

Ачаран хуçăлнă чуна сиплеме питех те йывăр. Пĕчĕк чухнех чĕрене кĕрсе юлни нихăçан та манăçмасть. Ачасем çамрăклах преступлени туса хăйсен пурнăçне хуçса хăварни те тÿрленмен суран пекех-çке. Акă, сăмахран, Любовь Ивановна илсе кăтартнă тĕслĕхсенче Катек ялĕнче икĕ ача çитĕннĕ арçынпа пĕрле хăйсен ялĕнчи çамрăках мар çын патне çĕмĕрсе кĕрсе ăна хĕненĕ, вĕлерессипе хăратса укçа ыйтнă. Суд вĕсене айăпласа 3 çула хупма йышăну кăларнă, анчах приговор вăя кĕмен. Апла пулин те арестленĕ çул çитмен çамрăксене çак наказанирен хăтарман. Çул çитменнисем ушкăнпа пĕч-чен пурăнакан çынсем патне çĕмĕрсе кĕрсе, хĕсĕрлесе укçа ыйтнă фактсем Сиккассинче, Аслă Мами ялĕсенче пулнă. Ачасем преступление çитĕннисемпе пĕрле тунă пулсан вĕсене те çитĕннисемпе танах айăплаççĕ, колоние яраç-çĕ. Унта вара ырри кĕтмест. Çакăн çинчен шутласа илмелĕх ÿсĕмĕ пур вĕт-ха ачасен, вĕсем 5-6 çулта мар.

– "Комендант сехечĕ" çинчен калакан саккуна хальлĕхе никам та улăштарман. Çавăнпа та çул çитменнисен палăртнă вăхăтра килте пулмалла, кану каçĕсенче вĕсем ашшĕпе е амăшĕпе кăна пĕрле пулма пултараççĕ, аппăшĕ е пиччĕшĕ çине ку яваплăх куçмасть. Ачасем, пирус туртиччен, эрех е сăра ĕçиччен спорт залĕсене кайăр, хăвăра лайăхрах пулать", – терĕ полици сотрудникĕ.

Районти тĕп больницăн наркологи врачĕ Михаил Козлов наркоманипе ĕçкĕ сиенĕ çинчен кăтарту хатĕрĕсемпе усă курса тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Наркомани те, алкоголизм та нихăçан сипленми чирсем. Çын ĕçме чарăнса темиçе çул пурăнаять, анчах вăл каллех ĕçме е наркотик тутанма пуçлама пултарас хăрушлăх яланах пур. Паллах, хăйне, сывлăхне, çемьене хисеплекен çын нумай вăхăт тытăнса тăма пултарни питех те аван.

Михаил Николаевич каланă тăрăх, районти наркологи кабинетĕнче çул çитмен 13 çамрăк учетра тăрать, пурте вĕсем ĕçкĕпе туслашма ĕл-кĕрнисем.

Учительсем хăйсем пĕлÿ панă ачасем кукăр çулпа утма тытăнсан мĕн тери пăшăрханни каламасăрах паллă. Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Федор Спиридонов калаçăвĕнче те çакă тÿрех палăрчĕ:

– Вăт çак залра ман пата кĕрешме çÿренĕ, ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ ачасем лараççĕ. Ун чухне питĕ лайăхчĕ вĕт-ха эсир, халĕ сире çакăнта курсан чĕре ыратать, – тет Федор Иванович. – Спорт та пулăшайман тейĕ кам та пулин. Çук, кунта урăх сăлтав – ачасен çемьери йывăр пурнăçĕ. Каллех çывăх çыннисем ĕçке путни. Ача лайăх мар пулма пултараймасть, ашшĕпе амăшĕ вара темшĕн хăйсен чун тĕпренчĕкĕсем умĕнче лайăх пуласшăн мар. Ачасем, хăвăрăн вăйăра ниçта хума пĕлместĕр пулсан спортпа туслашăр. Секцисем тÿлевсĕр. Хăвăрах лайăх пулать".

Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕ çумĕнчи педагогикăпа психологи тата медицина центрĕн директорĕ Ирина Михайлова йывăр çемьесенче ачасем мĕнле пурăннипе паллаштарчĕ. Центр учетра тăракан ачасемпе, учетри çемьесенчи ачасемпе психологи тренингĕсем ирттерет. "Ачасем пирĕн патран лăпланса тухса каяççĕ те, килне çитсен вĕсен каллех çав хăнăхнă ÿкерчĕке курма тивет: ÿсĕр амăшĕ е ашшĕ, сивĕ, таса мар кил-çурт... "

Районпа хулари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ Виктория Константинова ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтермелли йĕркепе паллаштарчĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче лагерьсене канма кайма путевка илмелли йĕркесем çинчен вĕрентÿ управленийĕн тата социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем каласа ăнлантарчĕç.

Канашри Никольски чиркĕвĕн священникĕ Александр протоиерей те, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров та, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев та ачасене ырă пулма чĕнсе каларĕç. "Пурнăçра йăнăшасси такамăн та пулать, анчах йывăрлăхсем пуçтарăнса кайиччен вĕсенчен хăтăлмалла. Ашшĕ-амăшĕн вара ачисем хăйсенчен лайăхрах, çирĕпрех пулччăр тесе тăрăшмалла", – текен шухăша палăртрĕç вĕсем кашниех.

И.АНДРЕЕВА. 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика