АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕн вил тăприйĕ çине кайса килнĕ

29 марта 2013 г.

Уйкас ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă 31 çынтан пĕри - Михаил Егорович Егоров. Унăн пурнăçĕ 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 24 мĕшĕнче Новгород облаçĕнчи Старая Русса хули çывăхĕнчи Марфино ялĕ патĕнче ытти салтаксемпе пĕрле тăшман ункинчен тухма тăнă чухне татăлнă. Сăмах май каласан, 182-мĕш гварди стрелковăй дивизин 42-мĕш полкĕнчен виçĕ офицерпа тăватă салтак кăна чĕрĕ юлнă. Фашистсен ункинчен хăтăлайман виçĕ пин ытла совет салтакĕпе офицерне пытарнă тăванла масарта Михаил Егоров та ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă.

Михаил Егоровăн сакăр ачинчен чи кĕçĕнни, Шăхасанта пурăнакан Иван Михайлович Егоров, ашшĕне пĕрре те курман. Вăл 1941 çулта, ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне, амăшĕн варĕнче пĕр уйăхра кăна пулнă.

Иван Михайлович ĕмĕрне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă: Шăхасанти "Сельхозтехника" пĕрлешÿре мĕн саланса кайичченех, 1992 çулччен, директор çумĕ, тĕп инженер пулса ĕçленĕ. Кайран "Агроснаб" директорĕнче вăй хунă. Ĕç стажне 45 çула çитерсе "Ĕç ветеранĕ" ята илес тесе пенсине тухсан тата çичĕ çул ĕçленĕ.

Юлашки çулсенче Иван Михайлович ашшĕне пытарнă тăванла масара кайса курас ĕмĕтпе кăна çÿренĕ. "Мĕнле-ха капла, - шутланă вăл, - атте Тăван çĕршывшăн пуçне хунăранпа часах çитмĕл çул çитет, сакăр ачаран эпир виççĕн кăна тăрса юлтăмăр, пире пурнăç панă тăван çын ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă çĕре çитсе ку таранччен те пуç таяймарăмăр. Пире куншăн каçарайми çылăх пулать".

Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Канашри çар комиссариатне çитсе Иван Михайлович уйрăм пуçлăхĕнчен Юрий Барышовран пулăшу ыйтнă. Юрий Витальевич тÿрех Старая Русса хулинчи çар комиссариачĕпе çыхăннă, çитес кунсенчех вĕсем патне салтак ывăлĕ çитесси çинчен пĕлтернĕ.

- "Мускав - Псков" поезд Старая Русса станцине нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре çитрĕ, - каласа парать Иван Егоров. - Мана унта Новосельски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лидия Михайловна Колесова машинăпа кĕтсе илчĕ.

Кун каçипех пулнă Иван Михайлович Новосельски ял тăрăхĕнче. Малтан, унта кайиччен, православи тĕнне тытаканскер, вăл Старая Русса хулинчи чи пысăк чиркÿре ашшĕне асăнса çурта лартнă, ун ячĕпе кĕлĕ ирттерме саккас панă.

Ку тăрăхра нарăсăн 23-мĕшне, Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне, питĕ чаплă та мăнаçлă уявлаççĕ. Çав кун канмалли пулнă пирки пĕтĕм мероприятисене нарăсăн 22-мĕшĕнче ирттереççĕ. Поселокри вăтам шкула, кунта вĕренекенсемсĕр пуçне, пĕтĕм ял-йыш пухăннă. Шкул директорĕ шăп та лăп 70 çул каялла кунта пуç хунă Михаил Егоров салтак ывăлĕ, чаплă хăна Иван Михайлович Егоров Чăваш çĕршывĕнчен ашшĕн вил тăприне пуç тайма килни çинчен пĕлтернĕ. Шкула пухăннă халăх Иван Михайловича тăвăллăн алă çупса саламланă.

Питĕ тарават кĕтсе илнĕ кунта Иван Егорова. Мухтав музейне те илсе кайса кăтартнă чăвашран килнĕ хăнана. Тĕлĕнмелли нумай пулнă кунти тăрăхра. Чăвашри хăш-пĕр ялсенчи çырма-çатра, катасемпе вăрмансем çÿп-çап айне пулнă пулсан, кунта кашни кил умĕнче тĕрлĕрен каяш пуçтармалли пластмассăран тунă контейнер лартнă. Пухăннă çÿп-çапа тÿрех свалкăна кайса тăкаççĕ. Урамсенче - чечек клумбисем. Кунта ял илемĕшĕн чăннипех тăрăшаççĕ.

"Аçу ĕмĕрлĕхех канăç тупнă çĕре куçса килес кăмăл çук-и; - ыйтнă Иван Егоровран ял тăрăх администрацийĕн ертÿçи Лидия Михайловна. - Кунта шыв, газ, ăшă кĕртнĕ вĕр-çĕнĕ капмар çурт туянма пулать. - Евроюсав тунисем те ытла хаклă мар: 600 пин тенкĕ". Ку сĕнÿ Иван Михайловича питĕ килĕшнĕ: "Тавралăх кунта питĕ илемлĕ: йĕри-тавра пулăпа пуян кÿлĕсем, юхан шывсем, çырла-кăмпапа тулăх вăрмансем. Аттен вил тăприйĕ те кунта. Анчах малтан ачасемпе канашламалла".

Тата акă мĕн тĕлĕнтернĕ Иван Егорова: пенсие тухнă чухне 25 çултан кая мар ĕçленĕ арçынсене, 20 çултан кая мар ĕçленĕ хĕрарăмсене "Ĕç ветеранĕ" ят параççĕ, вĕсем саккунпа пăхнă пĕтĕм çăмăллăхпа усă кураççĕ.

Новгород облаçне кайса килме Иван Егоров 5222 тенкĕ билет укçи тăкакланă. Кÿршĕри Тутарстанра ку укçана республика хыснинчен тÿленине Иван Михайлович хăйĕнпе пĕрле тăванла масара килнĕ тутарсенчен ыйтса пĕлнĕ. Ашшĕ ячĕпе тăванла масара палăк лартма Иван Егоров кунти ритуал ĕçĕсене пурнăçлакан организацине 11 пин тенкĕ укçа тÿлесе хăварнă.

Ашшĕне пытарнă çĕртен шофертан ыйтса илнĕ отверткăпа Иван Михайлович шăннă çĕре чакаласа пĕр пĕчĕк хутаç тăпра пуçтарнă. Киле таврăннă-таврăнманах, тепĕр кунне, вăл пĕç тĕпĕ таран юр ашса амăшне пытарнă Уйкас масарне çул тытнă: "Анне, - тенĕ вăл амăшĕн вил тăприйĕ умĕнче, - санăн халална эпĕ пурнăçларăм - аттене пытарнă çĕре çитсе ăна пуç тайрăм, сан вил тăпри çине хума унтан тăпра илсе килтĕм. Ыйху çăмăл пултăр санăн..."

Çак сăмахсем хыççăн патвар кĕлеткеллĕ арçын куçĕсенчен куççуль юхса аннă...

В.ЛАПИН. 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика